Студент çулĕсене аса илни Курмалли питĕ нумай, Пĕлмелли те нумай: Тĕлĕнмелли сăртусем, Тĕлĕнмелли вăйусем. Казахстан енче Белуха, Виçĕ пуçлă та пит çӳллĕ — Пăрлă унăн тăррисем, Турă майлă ячĕсем. Мĕн авлтан-ĕлĕкрен Çынни пынă инçетрен: Тĕрлĕ инкеке сирме, Сывалма та вăй илме. Арçын ухсан ун çине, Тухнă пулнă пит чапа. Хĕрарăм ухсан çӳле, Кĕçех пулнă ачапа. Тĕнче варри ку тӳпе — Питĕ кăсăклă пĕлме! Виçĕ океан кунтан Пĕр виçеллĕ инçетрен. «Орионри» çăлтăрсем Тата сăртăн пуçĕсем, Пĕр пек ларнă вырнаçса, Пĕр пĕрин çине пăхса. 05.12.2019 Вуланă: 157 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Тытăçу Хĕвел Килчĕ каллех çуркунне Чӳрече Вăрçă хыççăнхи çынсем Сура, Хусан валĕсем Лачкассинчи Андрей Николаев поэта асăнса Сăрт çамкинчи вăрăм вал