Ачалăха аса илни
Сăвă «Ял ĕçченĕ» хаçатра пичетленнĕ

Улăм витнĕ пӳрт ларатчĕ,
Тайăлнă хапха умраччĕ,
Йăмрасем илем кӳретчĕç,
Урама — Анаткаса.

Ăçта ачалăх, яшлăх-мĕнĕ?
Ăçта ăш çумăр: аслати?
Ăçта çу тапхăрĕн ăш кунĕ,
Тусан çинче çаруран чупни?

Пӳрт-çурт ачасемпе тулличччĕ,
Путек сикетчĕ сак çине,
Унтах пăрушĕ кĕтесреччĕ —
Тытса ĕлкер кăна шăкне.

Анне те çамрăкчĕ, хитреччĕ,
Ăшшăн пăхатчĕç куçĕсем.
Атте те вăйлăччĕ, ăстаччĕ,
Ялан ĕçреччĕ аллисем.

Пир станокĕ-хĕрарăм терчĕ,
Пӳрте кĕретчĕ юр çусан.
Анне шап-шур пире тĕртетчĕ,
Ăса вылятчĕ аллинче.

Атте темтепĕр ăсталатчĕ,
Кĕпе çĕлетчĕ Мăнкуна.
Вутне те хăмине çуратчĕ,
Фото тăватчĕ каçсерен.

Кăмакара çăкăр пиçетчĕ,
Шăрши тăратчĕ пĕр урам!
Яшки, хуплăвĕ илĕртетчĕ, —
Мĕнле ĕлкернĕ аннесем.

Çăкăр кăмакаран тухсассăн,
Хуратчĕ вăрăм сак çине,
Ăна шур пирпеле хуплатчĕ,
Кĕтетчĕ вăл пулассине.

Ăш çăкăра алла илетчĕ,
Хĕрес хыватчĕ ун çине —
Туррине вăл тав тăватчĕ,
Ыйтаччĕ пулăшу унтан.

Кăкăр çинче хурса касатчĕ,
Анне ăш çăкăр чĕлине,
Чи тутлă сăмсине паратчĕ
Малтан чи пĕчĕк ачине.

Ик çăкăр чĕллине хураттём,
Тăвар сапса хирĕçлетсе.
Хуçса çимесĕр чăтаймастăм, —
Тăратчĕ тутлăн илĕртсе.

Ачалăх çăкăрĕ асрах-çке,
Унăн тути ĕмĕрлĕхе —
Ытла хитре те хăмăр питлĕ,
Халь çуккă, чăн та, ун пекки!

Шкула кайма çитсессĕн вăхăт,
Хутаç çĕлерĕ шур пиртен?
Хул пуççине çакса яраттём,
Анне парни паха темрен.

Хĕвеллĕ ăшă çутă ирччĕ,
Шкула вĕçтертĕмĕр хавас!
Пасарти пек ача тулличчĕ,
Шавлатчĕç пурте савăнса.

Юнашарах ача тăратчĕ,
Пичче тыттарчĕ алăсе.
—Паян кунтан пĕрле ларатăр
Вĕренĕр, тăрăшăр пĕрле.

Ăна манмастăп ĕмĕрне те —
Екатерина Петровнăна.
Парта хушшине лартни те,
Саспаллисем вĕрентнине.

Чӳкçырми шкулĕ хитреччĕ
Икĕ ялăн хушшинче,
Вĕренме унта çӳретчĕç
Виçĕ ялăн ачисем.

07.08.2018