Ачи айăпа кĕрсен,
Ашшĕ пиçиххи тытсан,
Ачисене çаптарман —
Лекнĕ пиçиххи ăна!
Анне, каçарсам мана,
Эп айăплă сан умра!
Айăп пулнă ман кăна,
Лекнĕ патакки сана!
Атте панă кирлĕрен,
Тăна кĕртнĕ тĕрлĕрен.
Атте, каçарсам пире,
Айван пулнă ун чухне.
05.12.2018
Вуланă:140
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.