Иртрĕç хаклă хăнасем,
Пирĕн умран, çӳлтисем.
Астумастăп малалла:
Андриян тăрать умра!
Шалта эпĕ пулайман —
Хамăр поста пăрахман!
Кайран пĕлтерчĕç пире
Космонавт сăмаххисе.
Уйăх ытла вĕçнĕрен,
Йывăр ĕçсем туманран,
Калăпне чĕре çухатнă,
Вăтăр процента чакарнă!
— Тата вĕçме космоса
Шутламастăр-и? — тесен.
— Çамрăк вĕçтĕр малалла! —
Тенĕ УЛĂП халăха.
26.08.2018
Вуланă:118
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.