Хаклă-хаклă тăвансем,
Çывăх, туслă ял-йышсем,
Вăйлă çын пире пуçтарчĕ,
Хăй çинчен уççăн пĕлтерчĕ.

Итлĕр унăн сăмахне:
Вăйлă, уçă туйăмне,
Çутă, ăшă кăмăлне,
Сăввăн анлă юхăмне.

Туйнă пурнăç илемне,
Ун хăватлă пулăмне —
Мĕн çинчен кăна çырман,
Анчах унпа мухтанман.

Тĕлĕнмелле сăввисем —
Чуна пырса тивнисем,
Çепĕç уçă туйăмсем,
Юратупа тулнисем.

Савнă çутă хĕвеле,
Унăн вăйне, илемне —
Юратнăран пурнăçа,
Хунă хут çине çырса.

Çирĕп, хуçăлман çынсем,
Тасалăхпа хитрисем,
Чĕрĕлеççĕ ун çинче,
Сăвăсен йĕркисенче.

Ăслă, ĕçчен ял-йышне,
Унăн йăли-йĕркине,
Панă уççăн çутатса,
Чунĕпеле юратса.

— Халăх сăмаххипеле
Турă пуплет тенешкел,
Санăн сăмаххусемпе,
Халăх калаçать текех.

Выртнă ĕмĕр сăввусем,
Çухалман-ха вăйĕсем:
Ывăлусем, хĕрӳсем,
Хыт упранă вĕсене.

Тухнă халĕ кĕнеке,
Эсĕ тăнă чĕрĕлсе.
Илĕртеççĕ сăввусем,
Янăраççĕ юррусем.

Иртнĕ ĕмĕр вăйĕпе
Килтĕн халĕ ирĕке.
Ĕçӳ тăрать çуталса,
Вăйу тăрать вĕресе.

Çутă таса ĕмĕтсем,
Пысăк вăйлă шанăçсем
Панă кăмăл пурăнма,
Çирĕппĕн мала утма.

Çуннă юнлă вăрçăра —
Хӳтĕленĕ кăнтăра,
Снаряд кайнă çурăлса,
Хуçса хунă пурнăçа.

Анчах пĕртте нăйкăшман,
Контузие пăхăнман —
Авалхи Гомер пекех,
Сăвă çырнă вирлĕрех.

Пулнă халăхпа ялан,
Пынă пурнăçра аван,
Пĕлӳ панă çамрăка,
Усă панă халăха.

Вăйсăр пулнă куçупа,
Çивĕч каснă ăсупа —
Курнă пуринчен ытла,
Пăхнă инçете, мала.

Андрей Николаевич,
Сăввусем таса, хивре!
Тавах санăн ачуна,
Чĕртрĕ сăвăпа чуна!

02.05.2019
13:00