Амăшĕсĕр ачи çук,
Ачисĕр — амăшĕ çук —
Ашшĕ кирлĕ ачана,
Манармар эпир ăна.

Чĕресем сиксе тапаççĕ
Тутасем çунса тăраççĕ,
Хĕрӳ ытам ăшĕнче,
Чун çуралать майĕпен.

Чĕре айне вырнаçать,
Ӳсет кăна савăнса,
Вăхăт çитсен çуралать,
Килет çутă тĕнчене.

Кăкăр сĕтне ĕмнипе,
Амăшĕ юратнипе,
Кунран-кунах васкаса,
Ӳсет малтан-малалла.

Упаленсен, талпăнсан,
Урисем çирĕпленсен,
Таплаттарать майĕпен —
Кулкаласа, савăнса.

«Анне» тенĕ сăмаха,
Пуçласа малтан илтен:
Хăв та эсĕ унпала,
Ача пекех савăнан.

«Анне», «Атте» сăмаха,
Майĕпен пупле пуçлать,
Епле кăна пит çемçен,
Çепĕççĕн ăна калать!

Ыталаса чуп тăван,
Юратса ăна илен!
Çӳлелле алпа йăтса,
Çĕнĕ вăй ăна паран.

Ача чупать пит хавас,
Çитмен вырăн хăвармас:
Япаласе сĕтĕрет,
Ăна-кăна кăларать!

Тĕрлĕ ыйтусем парать,
Тĕрлĕрен сăмах калать.
Хирĕçлен ăна аран,
Тĕлĕнсе кăна тăран.

Тачă çыхăну вĕсен —
Ачипеле амăшĕн!
Сăмахсăрах ăнланать,
Ачине вăл пулăшать.

Пысăк сисĕм амăшĕн,
Туйса тăрать инçетрен,
Мĕн те пулин пуласран,
Сыхлать ăна кунсерен.

Канма, çывăрма выртсан,
Кăшт кăна сасă пулсан,
Тӳрех пырать ун патне,
Лăплантарать пепкене.

Амăшĕ пулса тăрсан,
Канма та манса каян,
Пĕчĕк чуна пулăшма,
Ялан хатĕр пулмалла.

26.11.2018