Лачкассинчен Тăрмăша
Çулĕ пырать фермăна,
Инçех те мар çак çултан,
Пысăк шăтăксе куран.

Сĕм-сĕм кăна ĕлĕкрен
Сăмах пырать ĕмĕртен,
Кунти пулнă ĕç çинчен,
Чуна çунтарни çинчен:

Туй халăхĕ шавласа
Пынă хĕр патне яла —
Ашшĕ-амăш йышăнман,
Хĕрне пама килĕшмен.

Çамрăк çамрăках вара,
Илсе кайнă вăйпала!
Йăлана вĕсем пăхман
Ваттисене итлемен.

Ватăсем çамрăксене
Сăмах хушнă ылханса:
«Çĕр çăттăрах ирсĕрсе»,
Тесе юлнă кăшт йĕрсе.

Çамрăк хĕре вăйпала
Илсе кайнă юталла.
Тапăртатса ташласа
Кĕрлесе те шавласа.

Çырмана пăхса тăман —
Каçса кайнă, ним пулман!
Шăнкăравсен сассисем
Янăранă тĕрлисем.

Анчах амăшĕн ылханĕ
Вăйне çийĕнчех кĕнĕ!
Виçĕ вырăнта, çул çинче,
Çĕр чăтайман вĕсене!

Чăмнă тĕпсĕр шăтăка
Туй халăхĕ çухăрса!
Çĕр айнелле, тĕттĕме,
Ĕмĕрлĕхе пĕтмелле.

Виçĕ путăк, виç çăва,
Тăрать çула хăратса:
Пĕри шывпала тулли,
Тарăн пулĕ ун кӳлли.

Ярса пăхнă вĕренсем —
Тĕпне çитеймен вĕсем!
Халĕ ĕнтĕ мĕн тăван?
Тĕлĕнсе кăна тăран…

Атте-анне калани,
Ялан пултăрах ырри!
Манар мар эпир ăна,
Пырар пурнăçра тытса!

Иртет ĕмĕр вăшт кăна,
Вăхăт шăвать малалла.
Вăл путăксем патĕнче
Вылять çилĕ çийĕнче.

Эсир кăна вуласан,
Çырнине ĕненмесен,
Пырса курăр вырăна,
Машинăпа вĕçтерсе.

Тăвай-Канаш çӳлĕпе,
Тăрмăш патне çитеспе,
Сулахая пăрăнса
Кĕрĕр Лачкасси енне.

Масартан кăштах иртсен
Пăрăн сулахай енне,
Малалла кăштах кайсан,
Çитсе тухăн вырăнне.

20.09.2018