Вăрçăра çапăçнисем
Сăмах нумай вакламан —
Çирĕп пулнă чунĕсем,
Темĕн тепĕр курнисем.

Майăн ăшă кунĕнче
Пухăнатчĕç тĕл пулма,
Сывлăх сума пĕр–пĕрне,
Пурăннишĕн савăнма.

Çулсем иртрĕç майĕпен,
Чаксах пычĕç шучĕсем:
Хамăр сиссе юличчен,
Кайрĕç уйрăлса туссем.

Питĕ тимлĕн шутласан
Епле чăтнă-ши вĕсем —
Икĕ-виçĕ вăрçăран
Витĕр тухнă чунĕсем?

Йăлт арканнă çĕршыва
Хăвăрт лартнă тăратса —
Тĕрлĕ–тĕрлĕ халăхсем
Пурте пулнă юлташсем.

Аттесем пăхса тăман,
Йывăрлăхран хăраман,
Пысăк пулман пӳрчĕсем,
Тулли пулнă ачисем.

Ачисем те ун чухне
Пиçнĕ пĕчĕкрен ĕçпе:
Ашшĕ-амăшпе пĕрле
Тар кăларнă кунĕпе.

Укçашăн та пит çунман,
Ĕçне тунă кунсерен —
Пĕри йывăра лексен:
Пулăшнă, ыйтса тăман.

Темле йывăрлăх пулсан,
«Йывăр» тесе нăйкăшман —
Тăвансемпе кар тăрса
Ĕçне тунă савăнса?

12.05.2019
11:00