Студент çулĕсене аса илни

Инçетри енчи Алтай
Аса илетĕп пĕрмай —
Çирĕм çулĕ пулнă май,
Аса илмелли нумай.

Çитмĕл пĕрремĕш çулта,
Иртнĕ ĕмĕр çулĕнче,
Целина енне кайма
Çамрăк тытăнчĕ шута.

Институтри студентсем
Вĕри чунли пулнисем,
Стройотряда çырăнчĕç,
Унта кайма йышăнчĕç.

«Волгарь» пачĕç ун ятне,
Ларчĕç поезд çинелле:
Виçĕ кун çурă таран,
Эс тухмарăн вагонран.

Барнаула çитеспе
Анчĕç çурçĕр иртеспе.
Машинăсем çине ларса,
Кайрĕç çеçенхир енне.

Кайса-кайсан инçете
Çитрĕç юханшыв патне —
Тул çутийĕ çуталать,
Шыва кĕме шав сĕнет.

Хăвăрт–хăвăрт хывăнчĕç
Хăшĕсем шыва чăмрĕç.
«Шари-шари!» — кăшкăрса,
Хыттăн кăна чĕтресе!

Кур-ха, хыттăнах юхать!
Айккине илсе каять —
Юхăм вăйĕ, вăйлăскер,
Шывĕ тата сивĕскер.

«Алей» терĕç ун ятне,
Тĕлĕнсе те ăмсанса.
Кайрĕç пурте малалла,
Кирлĕ çĕре çитмелле!

Çеçенхирĕ сарлака
Вăйлă, сарă тырăпа.
Çулĕ выртать тусанли,
Тӳрĕ, таçта çитмелли.

Хирпеле кайсан-кайсан,
Лăнки-ланки хускалсан,
Çитсе тухрăмăр яла,
Пысăк, хитре шкулалла.

— Горьковский зерносовхоз, —
Терĕ совхоз пуçлăхĕ.
«Александ Генш» тесе,
Пачĕ нимĕç аллине.

«Ылтăн Çăлтăр» медалли,
Курăнать кăкри çинче.
Туйăнать хитре кулли,
Вăйлă хăват ун çинче.

Вырнаçсассăн шкулĕнче,
Пултăмăр столовойĕнче —
Ытла юнĕ юр-варсем,
Тĕрлĕрен çимеллисем.

Килопала шутласан:
Какай — тăхăрвунă пус,
Помидорĕ — тăватă пус,
Литр сĕчĕ- тăхăр пус!

Ĕне ферми мăнăскер,
Хатĕрпеле пуянскер:
Тĕрлĕ хатĕр сумалли,
Тата çĕнни, курмалли.

Ферма çӳллĕш пăр купи,
Хĕлле юра лапчăтни —
Витнĕ ăна улăмпа,
Сивĕ тăрать шăрăхра.

Парк патнелле каймалла,
Икĕ пӳртне тумалла,
Икĕ подъезд пĕринче,
Икĕ хваттер кашнинче.

Килчĕç тĕрлĕ хатĕрпе,
Пачĕç кирка ал çине —
Пăхкалатпăр тĕлĕнсе,
Пĕр-пĕрин çине пăхса.

Кĕреçе тытсан алла
Тăтрăмăр çĕре чавма:
Чул пек хытă, çиелти,
Тар кăларан çав тери!

Хăшсен тухрĕç мозольсем,
Ывăнчĕç çурăмĕсем —
Ыратаççĕ пилĕксем,
Хăрамаççĕ çамрăксем!

Тĕрлĕ сменăпа ĕçлеççĕ,
Костерсем те çунтараççĕ,
Растворсекне пит çăраççĕ,
Кирпĕçсене купалаççĕ.

Ĕçĕ каять малалла:
Çеçенхир вĕрет çилпе,
Хушать хăвăрт ĕçлеме —
Сивĕччен ĕлкĕрмелле!

Çуртсем кайрĕç хăпарса,
Илемĕсе кăтартса.
Тăрри пулчĕ вăхăтран,
Хӳтĕленме çумăртан.

Шалти ĕçсем тумалла,
Кунта нумай пĕлмелле —
Урайне те сармалла,
Маччине те хумалла.

Алăксе тĕрĕс лартма,
Чӳрече вырнаçтарма,
Пĕрле килнĕ мастерсем
Пире пулăшнă вĕсем.

Строителĕн кунĕнче
Илсе кайрĕç кӳршĕне —
«Рубцовск» ятлă вырăна
Паллă тума уява.

Ытти çĕрти отрядсем
Чăваш енчен килнисем,
Пурте пулчĕç уявра,
Савăнчĕç стадионра.

Пачĕç тĕрлĕ парнесем,
Тĕрлĕрен грамотăсем.
Лекрĕ çутă çутмалли —
Сĕтел çине лартмалли.

Техникăсем тĕрлисем,
Эшалонпа килнисем:
Çĕнĕрен машинăсем,
Комбайнĕсем вăйлисем.

Пуçтарма кĕрхи тырра
Вăхăтра ĕлкĕрмелле.
Вунă кунăн хушшинче
Тырă çапса илмелле.

Çут-çанталăк урăхла
Ылмашăнать хăвăртла:
Вырмасассăн вăхăтра,
Витĕнет шурă юрпа.

15.11.2019
04:14