Эх, тăванăм, эп пĕрре
Кайрăм Мускав хулине
Дачă тума йывăçран,
Питĕ çирĕп пураран.

Кĕтсе илчĕ ватă çын,
Пит кĕрнеклĕ çирĕп çын —
Илсе кĕчĕ хваттерне
Çĕр каçма та калаçма.

Сĕтел хушшине ларсан
Кăштах эрехне сыпсан,
Тытăнчĕ аса илме,
Сăмах тума, пӳплеме.

— Вăйлă пулнă çамрăк чух,
Илнĕ парне нумай чух:
Кĕрешӳпе таврара
Маттур пулнă халăхра.

Лашасемпе ăмăртса
Парне илтĕм час-часах.
Сутма тиврĕ çав ута —
Тăчĕç ăна вăрлама.

Вăрçă тухсан нимĕçрен
Тытрăм пулемет алла.
Мина ӳкрĕ ман тавра,
Выртнă тăна çухатса.

Чĕрĕ юлтăм ăнсăртран —
Кур-ха: мина çурăлман!
Хам сипленнĕ вăхăтра
Сĕнчĕç танк çинее ларма.

Хама шаннă танкпала
Эп çунтартăм тăшмана,
Хам та лекрĕм çулăма,
Аран юлтăм çăлăнса.

Кайрăм çапла сывалма
Унтан-кунтан юсанма,
Каллех килчĕç суйлама,
Илчĕç пире вĕренме.

— Летчик кирлĕ çĕршыва
Эс чухлатăн мотора?
Тытăнтăмăр вĕренме,
Уçă сывлăшра вĕçме.

Çапла самай ăс пухсан,
Ыррăн вĕçме пуçласан,
Кайрĕç Китая илсе
Вĕрентмешкĕн вĕсене.

Пырсассăн апат çиме
Пĕри пăхрĕ ман çине —
Сăмаххине хуçлатса
Ыйту пачĕ йăл кулса:

— Какай кирлĕ -и çиме?
— Кирлĕ, — тетпĕр хирĕçле.
— Какай çуккă çав, — тесе
Пăхрĕ чее куçĕпе.

— Чăх какайĕ кирлĕ-и? —
Ыйтрĕ каллех пирĕнтен.
— Кирлĕ, — тетпĕр савăнса
Ăна хирĕç, юраса.

— Çуккă, — терĕ пит кулса
Хирĕç куçăмран пăхса.
— Мĕн пур? — тетпĕр тарăхса,
Кирлĕ сăмахсем тупса.

Чăтаймаççĕ сывлăшра
Çухатаççĕ-çке тăна
Вăйсем сахал пулнăран,
Апат сахал çинĕрен.

Хамăр енчен, вырăсран,
Тиврĕ унта турттарма
Тĕрлĕ-тĕрлĕ çимелли,
Тутлă йышши ĕçмелли.

Тин сăн илчĕç çамрăксем
Хăпартланчĕç пичĕсем,
Кĕчĕç кирлĕ вăйĕсем
Чăн та летчиксем вĕсем.

Вăй илсессĕн, вĕренсен,
Эпир туслăн пулăшсан,
Тытăнчĕç кал-кал вĕçме
Пулеметсенчен пеме.

01.02.2020
02:04