Эпĕ ыйтрăм Павăлтан:
— Ӳссен эсĕ кам пулан?
Павăл тăчĕ шутласа,
Айккинелле пăхса.
— Ялта ĕç çук ман валли,
Хула çынпала тулли.
Кайма тивет Çĕпĕре,
Ĕçлемешкĕн сиввĕре.
Кăнтăр еннелле кайма,
Шутлама хăрамалла:
Хăратаççĕ пĕрисем,
Улталаççĕ теприсем.
Вĕренсессĕн тăрăшса,
Эсĕ пулан дипломпа,
Ĕç тупаймăн нумайччен,
Стажсем пулса çитиччен.
Мана диплом кирлĕ мар,
Укçи пĕчĕкçĕ, курар, —
Пуçа ватма кирлĕ мар,
Кирлĕрех ĕçе тупар.
Колледж тени çывăхра:
Ячĕ мĕне пĕлтерет?
Çул тытам-ха унталла,
Кĕрсе пăхам шалалла.
Пĕр пӳлĕмне кĕрсеннех,
«Штукатур-маляр» тени,
Куç умĕнче картинки,
Мастерок тытса тăни.
Анне ĕçлет вăл ĕçпе —
Каять пуянсем патне,
Анчах тепĕр чух киле,
Килет пушă енчĕкпе.
Тепĕр пӳлĕмĕ вара
Каменщик пулма сĕнет —
Атте ĕçлет стройкăра,
Растворсене сĕтĕреть.
Кирпĕçсенчен, блоксенчен,
Çĕнĕ çуртсем хăпартать,
Кунĕн-çĕрĕн вăл каçчен,
Пилĕкне самай авать.
Анчах çилĕ те вĕрет,
Çулла çумăрĕ çăвать,
Хĕлĕ çитсен сиввĕре,
Тăманĕ те тустарать.
Сывлăх кирлĕ çирĕппи,
Нихăçан чирлеменни.
Укçа кирлĕ хулăмми,
Сывлăха упрамалли.
Кăштах кăна чирлесен,
Ĕçсĕр юлăн нумайччен,
Хуçа тупать теприне,
Çамрăк кăна пулнине.
Хваттер илме çамрăксен
Миллионсем тупмалла.
Хальхи ĕçпе ĕçлесен
Ĕмрипе пуçтармалла.
Тăрса юлăп хусаха,
Çитсе тăрăп ватлăха,
Нумай тăмăп шутласа,
Хамăн пуçăма ватса.
Укçа сахал илекен
Тăрса юлать пурнăçран!
Газпа нефть тупакансем —
Пысăк укçаллă вĕсем.
Вĕренес вăл енĕпе —
Чухăн пулмăп ĕмĕрне!
Пулĕ машина хакли,
Пӳрчĕ пулĕ чи хитри!
Хваттер ларĕ ăшăра,
Хура тинĕс хĕрринче.
Канма кайăп Дубая,
Пуянлăхпа савăнма.
Анчах сывлăх текенни
Çĕпĕре килĕштермес —
Унти вăйлă сиввĕсем
Шăмма пырса тивнисем.
Укçа выртсан банкăра,
Пулан тĕрлĕ çĕршывра,
Хитре хĕрсемпе пĕрле,
Америкăна çитен.
Апла пулслан банксене
Ĕçлемешкĕн каймалла:
Ларăп ăшă вырăнта,
Укçасене шутласа.
Укçа илеп ют çĕртен,
Пĕчĕк процентпа кăна:
Хамăр çĕршывра вара,
Ӳстеретĕп виç хутчен.
Пĕтнĕ пысăк çĕршывра
Кредит пулнă ик процент.
Пăхăр хальхи кредита:
Унпа йывăр калаçма.
Укçа кĕрет кассăна,
Усламçăсен вăйĕпе,
Миллион та миллиард,
Пырса кĕрет пĕр кунта.
Апла сутă тумалла,
Магазинсем уçмала,
Анчах рекет хăратать,
Пурлăха тытса илет.
Магазинсене уçма
Вырăн юлман тупата.
Тĕрлĕрен салонĕсем,
Мегацентр тенисем.
Унта пулнă заводсем,
Пĕтĕм халăх тунисем —
Майĕ пулнă халăхăн,
Укçа тума лайăххăн.
Çĕнĕ завод хуçисем,
Халăха та систермен:
Кайнă йăлтах куçарса,
Китай тенĕ çĕршыва.
Завод ларать китайра,
Хуçи пурнать вырăсра,
Банксене укçи куçать,
Пурлăхĕ ӳссе пырать.
Пенси пама кирлĕ мар,
Садикĕ те кирлĕ мар —
Халăх нуши пирĕн мар,
Пĕр хуйăх та курам мар!
Виллăсемпе дачăсем —
Урăх çĕршывра вĕсем,
Мĕнле лайăх пурăнма,
Хуçа пулсан пурнăçра!
Тĕрлĕ-тĕрлĕ çыннисем,
Дипломлисем, ăслисем,
Çамрăккисем, хитрисем,
Куçран пăхса тăнисем.
Мĕнле кирлĕ, пĕтĕреп,
Сахалрах укçа тӳлеп.
Хирĕç калакан çынна,
Вăшт! ывăтатăп кăларса!
Ĕç вырăнĕсем тума
Тăрăшмастăп васкама —
Ĕçсĕр пулччĕр пĕр касси,
Йӳнĕ пулĕ ĕç укçи.
Пĕчĕк халĕ фирмăсем,
Çук унта профсоюзсем:
Мĕскĕн яланах вĕсем,
Уйрăм кăна пулнисем.
Чим-ха, темĕн урăхла,
Тĕрткелеççĕ пурлăха —
Хăратаççĕ налогпа,
Пур çĕрте те тупата.
— Халăха юратмалла!
Калаçаççĕ ăмăртса.
Çынсене ăнланмалла,
Пурăнма пулăшмалла!
21.11.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!