1965 çулта Вăрманхĕрри ялĕнче чăн пулнă
Федоров Николай шофер шыва чăмнă
Халăх шавлать вăйпала
Сасă тăрать янраса,
Чупса пытăм хашкаса,
Çырма хĕрне васкаса.
Машинă чăмнă аяла,
Кĕпер çинчен шывалла.
Пĕтĕм халăх кускалать,
Машина çăлма васкать.
Илсе тухнă витерен
Çӳллĕ, хитре ăйăра,
Иккĕн тытнă ик енчен,
Тăхăнтарнă сӳсменне.
Çыхрĕç сӳсмен патĕнчен,
Канатсем машин патне.
Лаши тăрать пĕр пĕччен…
Турри патăр хăватне.
Çыран хĕрри тӳрĕ мар,
Хум çĕмĕрнĕ, тикĕс мар —
Мĕнле туртса илмелле,
Шыв ăшĕнчен çӳлелле?
«Никель» туртрĕ вăйпала,
Тухрĕ иккен çырана,
Çыран хĕрри тикĕс мар,
Сĕвекĕ те пĕчĕк мар.
Халăх тăрать айлатса
Пăхать кăна тĕлĕнсе!
Кускăç калла кусасран
Никам нимĕн те хуман!
Чĕркуçленсе, талпăнса,
Пĕтĕм вăя пуçтарса,
Авкаланса, хартлатса,
«Никель» туртрĕ хашлатса.
«ГАЗ-51-й» машинă,
Тухрĕ çул çине кусса —
Юхрĕ шыв кабинăран,
Шофер савăнчĕ чунтан.
Салтрĕç-хучĕç вĕренне
Хыврĕç йывăр сӳсменне.
Мухтаса кăна каларĕç
Витене кайса тăратрĕç.
Нумай иртрĕç çулĕсем,
Хыçа юлчĕç яш кунсем.
Ялта пулсан хăнара,
Тĕл пулайрăм конюха.
Куç умĕнче яланах,
Çӳллĕ, вăйлă урхамах!
Ыйтса пĕлтĕм хуçинчен,
Хитре чаплă чун çинчен.
«Хаш!» сывларĕ ватă çын,
Куçне шăлчĕ, мăнтарăн…
— Тăраймарĕ, тепĕр кун,
Шăнăр татăлнă уран…
08.08.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!