Укçапала эрехе
Кам шутласа тупнă-ши?
Халăха авса хума
Вăйлă меслет тупнă-ши?

Инçетри çĕре кайса
Пысăк укçа тăваççĕ —
Пĕр канмасăр ĕçлесе,
Сывлăхсене хуçаçĕ.

Киле çитсен, савăнса,
Лавканалла чупаççĕ —
Эрех-сăрана ĕçсе,
Укçасăрах юлаççĕ.

Укçа пĕтсен, урăлсан,
Каллех тухса каяççĕ,
Йывăр ĕçсене туса,
Тĕрлĕ нуша кураççĕ.

Ялсенче ларать лавка,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ таварпа:
Хакĕсе кĕрсе курсан,
Чĕлхӳне çĕтсе хуран.

Пур таварĕ те унта
Мускавринчен хаклăрах!
Кăларса хур укçуна
Тар юхтарса тунине!

Мĕншĕн тырă тăвакан
Хаклă çăкăра çиет?
Выльăх ӳстерекен вара
Хаклă кăлпаси çиет?

Усламçăсем хаксене
Ӳстереççĕ кунрсерен.
Ĕç укçийĕ вара,
Кăшт кăна та ӳсеймен.

Сиксе тухрĕç налогсем,
Ĕмрипе курманнисем.
Ăçтан укçа тупмалла,
Ĕçĕ çумра пулмасан?

Килте пулма, вăй пухма,
Вăхăт юлман пурнăçра.
Ашшĕсене ачисем
Куркалаççĕ пит сайра.

Пĕри килет чирлесе,
Тепри килет аманса —
Хаклă кăна эмельсе,
Мĕн укçипе илмелле?

Хуйăха та хурлăха,
Чĕре çинчен сирмелле —
Чăтса тăман çыннисем,
Ярăнаççĕ ĕçкĕне.

Ĕçлекен больницăсе
Йăлт пĕтерчĕç салатса;
Халăхĕ чакса пырать,
Масарĕ ӳссе пырать.

Укçа, эрех халь хуçа!
Хăвалать вăл халăха —
Ĕçлеттерет пĕр канми,
Ăнран ярать эреххи!

26.11.2018