Сывлăм ӳкнĕ çĕр çине: Шăплăх тăрать таврара, Кам курман çӳлĕç çинче, Пĕчĕк сывлăм тумламне. Тĕрлĕ-тĕрлĕ пайăрка Çиçсе тухать тĕнчене — Ахах пĕрчи, йăлтăркки, Кăсăклантарать мар-и? Пит пăхатăн тинкерсе Тĕлĕнсе те киленсе! Шарик пекех курăнать, Унта-кунта чупкалать! Вăл чĕрĕлет, кускалать, Манăн куçа йĕкĕлтет — Ирĕксĕрех, чарăнса, Пăхан ăна тинкерсе. Тĕрлĕ вăййи, асамли, Тĕрлĕ çутăпа вылять, Çутă хитре пайăрки, Пит куçăма илĕртет. Пăхрăм пĕтĕм кăмăлтан, Çутçанталăк вăййине, Шутламарăм та малтан, Ача пекех пулнине. Чĕрĕ тумлам ман умра, Хитре çутă та таса, Савăнтарчĕ чунăма, Уçăлтарчĕ кăмăла! 23.08.2018 Вуланă: 95 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Ватă йăмра Пурнăçа килни Çумăр Мĕн парать-ши вăй-хала? Тете каласа пани Çисе пăх-ха ман пăтта! Аçа çапрĕ питĕ ир Çухалчĕç