Çирĕпрех çынсем куллен:
Шыва кĕнĕ кунсерен?
Сарă хăйăр çийĕнче:
Майĕ пулнă хĕртĕнме?
Тăм та ӳкме пуçламан —
Кун пекки тахçан пулман!
Умра помидор ларать,
Йăран çинче хĕрелет!
Çут-çанталăк пулăмне
Кăшт куçарнă айкине.
Çулла пулчĕ юларах,
Кĕрĕ кайрĕ вăрăмрах.
Ăшă каçсем ку чухне
Савăнтарчĕç çынсене.
Уйăх пăхрĕ тăрăшса,
Вĕсем çине çутатса.
Пурте пĕрле савăнар,
Çут-çанталăка ырлар,
Аса илер ыррине,
Тахçан пулса иртнине.
Календарĕ кăтартать:
Октябрь ыран тăрать,
Ăшă, типĕ кун шăвать,
Чунăма савăнтарать.
Çут-çанталăк кăмăлне,
Йывăр çулсерен пĕлме —
Пăхса тăмас вăл пире,
Хăйĕннех тăвать ĕçне.
24.09.2018
Вуланă:61
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.