Юратнă, савнă тăван кил,
Мана йыхрать: татах та кил!
Ярса пуссан уратине,
Тинех килетĕн кăмăлне.

Киле çитсессĕн инçетрен
Чун ăшшине туйса илен —
Аса илетĕн иртнине,
Ачалăхра мĕн пулнине.

Тытатăн алăк хăлăпне,
Мĕн пĕчекренех тытнине.
Уçатăн хыттăн хумханса,
Ачалăха аса илсе.

Тухаççĕ уçă сăн-питсем,
Питех те хаклă пулнисем,
Аннен те ăшă куллисем,
Аттен пит ăслă куçĕсем.

Аттен тăрать-ха сĕтелли —
Юманран тунă, çирĕппи,
Ларать унта вăрăм сакки,
Ун хушшинче апат çини.

Улăм тултарнă тӳшекки,
Халĕ курмастăн ун пекки,
Мамăк тултарнă минтерри,
Пуç айĕнче çемçе пулни.

Кив пӳртĕн кĕтесси тӳрех,
Кантăкĕсем те чиперех,
Пăхайнă питĕ тĕлĕнсех:
Эпир унтан пĕчĕк чухнех?

Çурт панă хăйĕн ăшшине,
Ялан тытайнă хӳтлĕхне —
Шăнма паман шарт-сиввĕре,
Сыхланă сулхăн вĕрире.

Пуçтарнă çирĕп вăй-хала,
Пула кăна тăван киле,
Атте-анне юратнипе,
Пире те пурнăç панипе.

Çĕкленчĕ юнашар çĕн çурт,
Капăр та çӳллĕ, çирĕп пӳрт.
Анчах ларать–ха кивĕ кил,
Пире йыхрать: татах та кил!

24.07.2019
10:05