Çак асамлă вăхăтран
Тĕнче яри уçăлчĕ,
Пĕтĕм халăх çĕр çинче,
Ур-р-а! Ур-р-а! кăшкăрчĕ.
Корольсемпе патшасем
Черет тăчĕç ал пама —
Ăçта кăна вăл пулман,
Ăçти вырăна çитмен!
Акăлчан патши, куран,
Чĕннĕ ăна хаклăран:
Юнашар унпа ларса,
Пит калаçнă савăнса.
Панă хаклă парнине,
Çăмăл машин пулнине,
Номер лартнă çĕннине,
Пĕрремĕшĕ пулнине.
Çĕклесе машинăна
Халăх утнă малалла!
Вăйлă туйăм килнĕрен,
Чысĕ пысăк пулнăран!
Пит сăпайлă кулнăран,
Тĕлĕннĕ Гагаринтан.
Пичĕ çинчи кулăпа
Илнĕ ялан тыткăна.
Пĕр тан пулнă вĕсемпех,
Е татах та çӳлерех,
Пит уçăмлă пулнипе,
Тĕлĕнтернĕ ăсĕпе.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ парнесем,
Хаклă, чаплă орденсем,
Панă тĕрлĕ çĕршывсем,
Сума сунă халăхсем.
«Звездный» ятлă хулана
«Монинăран» каймалла:
Унта хаклă парнисем,
Упранаççĕ пахисем.
Ячĕ юлчĕ ĕмĕре:
Пĕтĕм–пĕтĕм тĕнчере —
Асăнаççĕ йăлипе,
Ырăпала Паттăра!
12.05.2019
Вуланă:89
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.