Çĕклет, çапать, çĕмĕрет,
Ураран та ӳкерет.
Чирлеттерет, хавшатать,
Кун çула та кĕскетет.
Кĕвĕç сăмах çунтарать,
Ăш-чикĕме хуратать,
Шанăçа та çухатать,
Урăхла пăхма хушать.
Пулччĕр ырă сăмахсем
Пулччĕр çутă кăмăлсем,
Паччĕр çĕнĕ вăй–хала —
Уçчĕр пирĕн кăмăла!
25.10.2019 10:33
Вуланă:97
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.