Вăйлах кайнё çемçелсе,
Кайман ытла инçете.
Пит телейлĕ сăн-питпе,
Выртнă çулăн хĕрринче.
Юрласа та вăл илет,
Тĕрлĕ сасă кăларать,
Пуçĕ çара мĕскĕнĕн:
Шурă картус çуккă мĕн!
Шухăша каять хуçа,
Тинех илет ăнкарса —
Шурă картус текенни,
Пулнă кĕленче пăкки!
— Эх Якур, Якур, Якур!
Улталарăн, пăх та кур!
Халĕ санран мĕн усси?
Ӳсĕр выртан, çын кулли!
25.09.2018
Вуланă:111
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.