Эпĕ 1951 çулта, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче каçхине тăххăрта çуралнă.ÇуралтăмÇуралтăм ăшă çуркунне, Çупăрлать мана анне. Чечекпе тăрать тĕнче, Савăнать манпа пĕрле. Пуçланчĕç тĕрлĕ салютсем, — Ур-ра! — кăшкăрчĕç халăхсем. Чухланă, пĕлнĕ-çке майне, Çуралнă тăххăрмĕш майне! Фото: 1951 çул, çурла уйăхĕ. Анне, эпĕ виçĕ уйăхра, Коля пичче атте аллинче. Варринче — асанне, Марфа Григорьевна Горбунова. Вуланă: 1 405 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Паспорт Укçапа эрех «Волгарь» ятлă стройотряд Мĕн парать-ши вăй-хала? Узбек Саня пичче Коновалов паттăра Çисе пăх-ха ман пăтта!