Вырсарникун каçпала
Пултăм хамăр ялăмра.
Пĕр çын кĕчĕ витрепе
Тулли кăна кăмпапа.
— Турикас вăрманĕнче,
Çырма пуçĕ вĕçĕнче,
Тахçан çĕрнĕ лоç вили,
Выртать çӳлĕçпе витни.
Çак хĕрарăм юптарать —
Çĕнĕ хыпарне сарать,
«Чĕлхи вăрăм» тенине,
Пĕлейменччĕ ун чухне.
— Вăл çырмана чухлатăп,
Май пулсан, кайса курăп, —
Терĕм сăмахха хушса
Хĕрарăма ăсатса.
Тепĕр кунне, васкаса,
Кайрăм ĕçе тумланса.
Кĕрхи çумăр пĕрĕхет,
Кăшт кăна çӳçентерет.
Ĕçе çитсен вырăна,
Шак! шаккарĕç алăка.
Уçрăм кăна пăхмалла,
Илсе тухрĕç тулалла.
Тĕттĕм симĕс тумпала,
Шăтарас пек куçпала,
Ман çине пăхать пĕр çын,
Пистолетпа хăратса!
Милиционер патварри,
Юнашар тăрать, пĕри:
— Лоçа тытнă вăрманта,
Эсĕ — пытаран вара!
«УАЗ»-ик çине лартса
Кайрĕç вăрман еннелле,
Лесник пӳрчĕ патнелле,
Çитсен тăтăмăр пурте.
Пĕвĕ ик метр ытла:
Вăйлă, çӳллĕ, мĕн курар.
Мишаров тухрĕ, тутар,
Пире хирĕççĕн утса.
— Çак çын пĕлет лоç çинчен,
Эсĕ — пытаран вара!
Лар-ха хăвăртрах шала,
Илсе кай çав вырăна!»
Чĕлхем çĕтрĕ ăнсăртран,
Кĕтмен сăмахха итлесен:
«Шăнаран та слон пулать»,
Тенĕ халăх ĕмĕртен!
Лесник пĕр сăмах чĕнмерĕ,
Мана айăп вăл тумарĕ,
Кĕрсе ларчĕ майланса,
Юнашар шоферпала.
Пăхмасăрах çумăра,
Курăксене лапчăтса,
Кайрăмăр çырма вĕçне,
Шырама лоç виллине!
Кирлĕ çĕре çитеспе
Лесник чарчĕ вĕсене.
Çырма пуçне, аяла,
Пурте тухрăмăр курма.
Юр ирĕлме пуçласан
Лоçĕ лекнĕ капкăна,
Сĕлтлĕ юрăн варрине,
Кĕнĕ ӳкнĕ, тухайман.
Хура кĕр çитнĕ çĕре
Юлнă юпаххи кăна —
Çĕрсе пĕтнĕ çу каçа,
Паллă пулнă кăшт унта.
Сулчĕ çиллĕ çын алне:
— Пĕлнĕ пулсаннах çакне,
Кантуртан та тухас çук!
Пыльчăка та çăрас çук!
Уссăр пулчĕ хăратни,
Çынсене айăплани!
Уссăр бензин çунтарни,
Хăйне кăнттаммăн тытни!
Мĕн пулнине тăнласан,
Тупрăм тупсăмне аран:
Çав хĕрарăм каçхине,
Çитнĕ милици патне.
Пит ӳстерсе, юçĕтсе,
Вăл пĕлтернĕ юлташне —
Кантурти çынсем вара,
Кайнă вăйлăн тапранса.
Çакă пысăк пăтăрмах,
Кĕрсе юлнăскер чуна,
Пулнă кĕрĕ тăнă чух,
Çитмĕл çиччĕмĕш çулта.
Паян, 41 çул иртсен,
Эпĕ куртăм вăл çынна —
Автобус çине ларсан,
Канаша кайма тăрсан.
Ас илтертĕм иртнине,
Лоç патнелле кайнине.
Йышăнмарĕ вăл ăна —
Вăйпала хăратнине!
14.11.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Урхамах
08.08.2018
Пӳртсем, пӳртсем… ĕмĕрсем
21.10.2018
Шухăшлăр-ха тăвансем
21.10.2018
Ӳссен эсĕ кам пулан?
21.11.2018