Юратнă шăллăма, Горбунов Александр Егоровича аса илсе.
Чехословакире, ҫарта службӑра вилнӗ.
Мĕнле тăвăл тустарса
Ахăрса та шăхăрса,
Чун-чĕрене хупласа,
Килчĕ хыттăн кĕрлесе.
Пуçа–куçа хупласа,
Ăс-тăвăма минретсе,
Ăш-тăвăма чĕтретсе,
Ячĕ хыттăн уласа.
Тытрĕ хыттăн хăратма,
Унтан-кунтан туллама,
Лăскама та лапчăтма,
Çавра-çавра кустарма.
Хыттăн-хыттăн пĕтĕрме,
Унта-кунта сĕтĕрме,
Йăтма, çапма, çĕмĕрме,
Ватма, катма, сирпĕтме.
Таткă-таткăн вĕçтерме,
Пайăн-пайăн салатма.
Асма-хĕсме, пит пăвма,
Айлăн-çийлĕн çавăрма.
Аçа-çиçĕм çаптарма,
Кĕмсĕрт-кĕмсĕрт тутарма,
Йăлтăр–ялтăр çутатма,
Ăшчикĕме çунтарма.
Вутлă-хĕмлĕ сирпĕтме,
Йĕртме тума, макăртма,
Кăтăрт-катăрт тутарма,
Лăнкки–ланкки силлеме.
Пĕтрĕ-кайрĕ вăй тени
Хул-çурăмра мĕн пулни.
Лăшах кайрĕç урасем,
Çирĕп кăна пулнисем.
Тупăк килет Чех енчен —
Питĕ-питĕ инçетрен…
Çамрăк, паттăр каччăна,
Хăй ялĕнче пытарма.
Чĕнĕр пĕтĕм ял-йыша,
Чăтма йывăр хуйăха!
Уçса хурăр хапхуна,
Кĕтсе илме салтака.
21.07.2019
17:58
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Килнĕ хăнана кăна
23.09.2019
«Волгарь» ятлă стройотряд
15.11.2019
Эсĕ ухан çӳлелле
10.04.2019
Пӳртсем, пӳртсем… ĕмĕрсем
21.10.2018