Тĕрлĕ анлă уйсенче
Ӳстеретĕн тыррине.
Пĕтĕм вăйна пуçтарса
Кăтартатăн ыррине.
Пуян эсĕ, Çĕр-анне!
Мĕн-мĕн çук-ши сан çинче:
Пысăк кăна сăрчĕсем,
Океансем вăйлисем!
Вĕри, типĕ пуш хирсем,
Тайгасемпе чăтлăхсем,
Вĕçĕ-хĕрри курăнми
Тундрăсемпе çĕпĕрсем.
Юханшывсем вăйлисем,
Çырма-çатри çывăххи,
Çĕр айĕнчи пурлăхĕ,
Ĕмĕр курми ырлăхĕ.
Анчах хакли тĕчере
Хура çĕр пулса тăрать —
Пĕтĕм чĕрĕ чунсене,
Тăрантарса вăл тăрать.
Çакă хаклă çĕр сийне
Упрама та пĕлмелле —
Юратса та савăнса,
Ăна пăхса тăмалла.
Хыт хурапа мăянсем
Тата тĕрлĕ йывăçсем
Ан пусчĕрех анана,
Пирĕн Çĕрĕм-аннене.
03.05.2019
Вуланă:158
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.