Кантăк лартсан, сăн кĕртсен,
Кĕнĕ пӳрте хăвăрттăн.
Нӳхреп çийĕ ăшă мар,
Хăвăртрах пӳрте кĕрер!
Утиял алăк патне,
Карнă алăк вырăнне.
Кăмакине тумалла,
Лайăх ăста тупмалла!
Хĕрĕх тенкĕ ăстана:
Кăмакашăн памалла!
Атте йăмăкĕ, Юля,
Панă кирлĕ укçана.
Тӳшек ăшне малалла:
Çĕнĕ улăм хумалла.
Ултă ачана, выртма,
Койкăсем те тумалла.
Çĕнĕ пичке тумалла:
Сăрине те лартмалла.
Шансем витĕр юхтарса,
Пичкине тултармалла.
Атте, анне çĕкленнĕ,
Вăй çитнишĕн савăннă.
Çĕнĕ вăй-хал малалла,
Тапса тăнă пурнăçра.
19.09.2018
Вуланă:104
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.