Укçа пулсан пӳрт тума —
Йывăр марах пулмалла,
Шăнкăравла пасара,
Илсе килĕç тавара.

Пушатма тăрсан куран:
Килĕшмен тавар умра!
Хăв та кайса курмасан,
Сĕрсе ярĕç тупата!

«Мастерсем» те тупăнаççĕ:
Мускаври хаксе сĕнеççĕ,
Куç хупмасăрах ыйтаççĕ,
«Хуш-ха тепĕр пин!» тесе.

«Точно!» теççĕ пĕрисем.
«Точка!» теççĕ теприсем.
Пулччĕр тутлă апатсем,
Ирпе каç пĕçернисем.

Хулăн укçу пур пулсан,
Ĕçӳ хăвăрттăн каять.
Сахалтарах курăнсан —
Çитес çула вăл юлать.

Кирлĕ, курăнман ĕçсе,
Шутараççĕ айккине,
Кирпĕç хушшине куран —
Сĕрнĕ кăшт кăна, аран.

Изоляци вăйлах мар,
Вĕсемшĕн вăл ним те мар.
Стенисене тыттарман,
Шал енчен çирĕплетмен.

Хурчĕç айккине пăрса,
Тĕплĕн ĕçлекен çынна:
«Вăхăта эс çухатан,
Укçасем тума чаран!»

Вĕреннĕ çын — вăл ухмах,
Ĕненет те пулăшать.
Çăмăл ăна çаратма,
Укçасăрах хăварма.

Калаçаççĕ «ăстасăм»:
— Каять-и? Каять! — тесе,
— Ярас-и? Яр! — тесе,
Кăшкăраççĕ теприсем.

Блокран ухрĕ çӳлелле
Çĕнĕ çурчĕ кĕрлесе,
Купаларĕç ун çумне
Хитре кăна кирпĕçне.

Уйрăм кăна стенисем:
Пĕр-пĕринчен тыттарман!
Кăштах иртсен çулĕсем,
Çурăласран хăраман.

Тăхăр классран малалла
Пултарайман вĕренме,
«Вĕрентеççĕ» ыттисе,
Каçăртаççĕ сăмсисе.

Пĕлеймеççĕ хутлама,
Ĕç хатăрне шутлама —
Укçана тытсан вара,
Вăштах хурĕç шутласа!

Чӳречесем тăррине
Вырнаçтарнă хатĕрне,
Блоксем хунă ун çине
Тимри тăрать сарăлса!

Стенисене якатма
Штукатуркă тумалла,
Вăл тимĕре хуплама,
Нумай вăя хумалла.

Касман кăштах блоксене,
Вырнаçтарма вĕсене —
Хăвăрт тытăннă ĕçе,
Пит хĕрхеннĕ вăхăтне.

Угольниксен кĕтесси,
Пултăр шал енче кăна,
Тимри сахал курăнать,
Хитререх пулса тухать.

Тимĕр алăк тул енче —
Ăна латма пĕлмелле,
Тĕрĕс тумасан тытса,
Ларать хĕлĕпе юхса.

Хĕлле сивĕ çапасран,
Шаларах тытса лартан,
Ăшă тытнă хатĕрпе,
Коробкине хупăрлан.

Алăк, чӳрече тăррисем,
Вĕсен тĕрлĕ виçисем:
«Ăстасем» виçсе тăман,
Кăштах тӳрлетсе пыман.

Кăштах, малтан курăнман,
Ыттисем тӳрех килмен,
Чӳрече лартма виçсен,
Тытнă ятлаçма кусем.

Алăка лартма тăрсан,
Аптраса кăна тăран —
Ирĕксĕрех пĕлмелле
Йăнăшсене тӳрлетме.

Стенисе, хăвах куран,
Тӳрлетме те шутламан,
Хăвăртрах кунтан кайса,
Тăна кĕртме ыттисе.

Хуçа пулĕ! Ан хăра!
Хутран-ситрен тĕрĕсле —
Хăвăнах тӳлемелле,
Хăвăнах пурăнмалла!

Çумăр валашки лартма:
Пĕлеймеççĕ пулмалла —
Шывĕ юхать çиелтен,
Юрĕ авать майĕпен.

Укçи кайнă хулăнни,
Ĕçĕ юлнă кăсăкки,
Хуçи хыçать ĕнсине:
«Мĕн тумалла кусемпе?»

21.11.2018