Виçĕ салтак, вокзалта,
Чун-чĕререн савăнса,
Пĕр-пĕрине палласа,
Ыталанчĕç вăйпала.
Аса илчĕç пулнине,
Салтрĕç сăмах миххине —
Юмахларĕç юптарса,
Хушăран кăштах суйса.
«Служба иртрĕ йывăрпа:
Кашни ирех вăхăтра,
Сар хĕвеле вăратса,
Питне çунă сывлăмпа!
Тытнă вăрăм шалчасем,
Шухăшлăр-ха тăвансем!
Пур енчен те хĕвеле,
Тĕртнĕ эпир çӳлелле!
Вăл каятчĕ васкаса,
Ăшă кулăпа кулса,
Çĕршывăма çутатса
Пирĕн çĕре ăшăтса».
Тепри илчĕ сăмахне:
«Пирĕн вара хĕвеле,
Çӳлтен тытса, аяла,
Çĕр каçмашкăн хумалла!
Вăрăм вĕренсем илсе
Çекĕлсемпе çӳлелле,
Ăшталаннă аялта
Сар хĕвеле çаклатма.
Васкамасăр тӳперен,
Туртнă ăна майĕпен.
Каçпа кунта çĕр выртма,
Çĕнĕ вăйсене пухма».
Ку сăмахсене итлесен,
Вĕсен нушине пĕлсен,
Калпакне хывса хурса,
Тепри илчĕ юптарса:
«Эсир ытла тĕртнĕрен,
Шалчасемпе тăнăран —
Пирĕн енне килеймен,
Хăй ăшшине парайман.
Çекĕлсемпе туртнăран,
Унтан-кунтан хунăран,
Кăшт кăна, хутран-ситрен,
Пăхкаланă майĕпен.
Эпир тĕттĕм тӳпене,
Çутă çутнă тĕрлине:
«Кăвак хуппи» çуттине,
Эсир курнă инçине.
«Мĕншĕн эсир ман çинчен
Пĕр сăмах та шарламан?» —
Хушрĕ тепри айккинчен,
Хĕвелпе хуралнăран.
«Каспи енчен, сăрт çинчен:
Вĕрнĕ вăйăм çитиччен,
Ăшă çилне шалалла,
Хăваланă кунталла».
Ыйту тăрать ман умра:
Ăçта пулнă салтаксем?
Илтĕн пулсан чухласа,
Пире çырса пĕлтерсем!
30.08.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Паспорт
30.09.2019
Лачкассинчи юлташа
11.03.2019
Мĕн парать-ши вăй-хала?
08.12.2018
Çил-тăман
17.08.2018