Çитмĕл киле яхăнах,
Çур ялтан та ытларах!
Çунса пĕтнĕ пĕтĕмпех!
Çынсем юлнă нимсĕрех.
Мĕнле хĕле кĕмелле?
Ăшă кĕтес тупмалла?
Мĕн çитерес чунсене?
Ăçтан тупас тум-тирне?
Çитнĕ таран вăйĕсем,
Пулăшнă халăха вĕсем.
Пӳрт тума, кĕлетсене,
Панă тĕрлĕ çынсене.
Ĕлĕк пулнă пушара
Çынсем мансах пыраççĕ.
Çамрăккисем вара
Ним калама пĕлмеççĕ.
Аслă, аслă, мĕн ватти,
Атте-анне калани,
Куçса пырать ĕмĕре,
Аса илет вĕсене.
09.10.2018
Вуланă:76
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.