Ĕлĕк пулнă пӳрчĕсем
Сарă, çемçе çăкаран,
Çирĕп кăна юманран,
Пулнă çирĕп никĕссем.
Кайнă авăна илсе,
Кăшт çунтарнă вĕсене —
Антисептик кирлĕ мар,
Йывăç ларнă икçĕр çул!
Пӳрт кĕтессисем айне
Лартнă юман каскасем,
Хураличчен çунтарса,
Ӳпне лартнă çавăрса.
Капиляр мĕншĕн тесен,
Шыв туртайман çӳлелле —
Пӳртсем ларнă ĕмĕре,
Кĕтессисем тайăлман.
Никĕс айне, аяла,
Шыв ухасран çӳлелле
Хунă тăватă хут ытла,
Çамрăк хурăн хупписе.
Пӳрт ухтарма пуçласан
Халăх пынă кар тăрса,
Пĕр эретне хурсаннах,
Тĕплĕн пынă мăкласа?
Çур ял ытла çыннисем
Килнĕ пӳрте ухтарма,
Каликсемпе тукмаксем
Хатĕр пулнă нимере.
Саккăрла та тĕрлĕрен,
Такмакланă тукмакпа —
Кулкаласа, савăнса,
Шав ĕçленĕ ял-йышпа.
Майĕпен, куç умĕнче,
Пура ухнă çӳлелле:
Сулăнсан каç еннелле,
Ларнă пӳрчĕ сарăлса.
Пӳрт кăшкарĕ çине,
Трупиль хунă хăпартса,
Вырнаçтарнă каштине,
Хупне витнĕ тăррине.
Пӳрт çумĕнчен инçе мар
Алтнă шăтăк йышпала —
Хĕрлĕ, тăмлă пыльчăка
Чĕркуççи таран çăрма.
Хутăштарнă хăйăрне,
Хушнă известне кăштах,
Хутăш пулнă çирĕпрех,
Чăтнă вăйлă çумăрне.
Салтнă ыраш кĕлтине
Хунă шĕвек ăшнелле.
Сĕрнĕ кирлĕ хутăшне,
Çавăрнă енчен-енне.
Пӳрт тăррине, çӳлелле,
Панă тăмлă улăмне —
Тăрри пăхнă тӳпене,
Тĕпĕ пăхнă çĕрелле.
Хунă вĕсене ачашшăн:
Пĕр çĕртен те хуçлатман —
Тăмлă, известь шывĕпе,
Пынă майĕпен сĕрсе.
Тĕрĕс, лайăххăн витсен,
Улăм çумăра яман,
Ăшă пулнă сиввĕре,
Сулхăн пулнă шăрăхра.
Краскă, олифа, ăнлан,
Тунă килте, аптраман:
Кантăр, йĕтĕн çăвĕне,
Вĕретейнĕ çийĕнче.
Хур тĕкĕ хураличчен
Çын вĕретнĕ вăл çăва, (t-250°C)
Вĕретнĕ ик сехетчен,
Тарăн, вăрăм савăтра.
Сăрласассăн час типмен:
Эрне таран кĕтмелле,
Лайăх кăна вăл типсен,
Чăтнă аллă çул ытла.
Ĕлĕкхи пӳртсем çинче
Нимле хими те пулман:
Ачи-пăчи чирлемен,
Сиввĕрен те хăраман.
Йывăç хаклă пулнăран,
Çапнă çырмара саман —
Пухăнса йышпа пĕрле,
Лапăм чавнă ĕçлеме.
Хĕрлĕ тăмлă пыльчăка,
Çăрнă вакă улăмпа,
Лаша утнă лапăмра,
Хутăштарнă улăмпа.
Халăх илнĕ хутăша,
Хунă туллин калăпа —
Калăпĕнчен кăларса,
Хунă типме сулхăна.
Саман кирпĕçĕн виçи,
Çĕнĕ блокăнни майлах,
Пĕр кун лайăх тăрăшсан,
Пĕр вителĕх те тăван.
Çĕнĕ пурнăçра пурне,
Йăлт илетпĕр лавккаран!
Укçасем пухса, аран,
Туянатпăр блоксене.
Кăмакасене тума,
Килте çапнă кирпĕçе:
Çирĕп пулнă кирпĕçсем,
Паян кун лараç вĕсем?
Урăх пурнăç, çĕн тавар —
Халĕ ĕнтĕ мĕн тăвар!
Хими, хими япали,
Сывлăха хуçаканни!
Кирпĕçĕ те тăмран мар,
Рамăсем те пластикрен!
Пур краски те аптратать,
Пирĕн пуçа анратать.
Йывăр пире сывлама,
Ачасене ӳстерме,
Таса шыв тупса ĕçме,
Ялан сывлăхлă пулма.
Мĕн сывлапăр- ши эпир?
Мĕн ĕçетпĕр-ши эпир?
Мĕн çиетпĕр-ши эпир?
Мĕн ĕçлетпĕр-ши эпир?
21.10.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Вăрман шăшипе шапа
15.09.2018
Çисе пăх-ха ман пăтта!
30.04.2019
Салтаксем
30.08.2018
Чун ыратрĕ
13.05.2019