Тăрсан çуратма ача, Пулнă сăмах халăхра: Пĕр ури ун тупăкра, Тепри тăрать пурнăçра. Çитсе тăрсан çав çурта, Ан хĕрхен хăв укçуна — Выртăн–юлăн айккинче, Никам пăхмĕ сан çине. Хальхи пурнăç çăмăл мар, Сывлăхĕ те çирĕп мар — Тухтăр умра пулмасан, Тем те пулĕ шутласан. Хăш–чух чĕнеç хирурга, Чăн та йывăр япала: Пулăшсан, пĕлсен кăна, Тухать ирĕке ача. Укçа парсан вăхăтра, Чупкалаççĕ сан умра, Ас илеççĕ хăй ĕçне, Пулăшмалла пулнине. Вăхăт иртет пит вăрах: Ача халь те хырăмрах, Шалтан хытă çĕмĕрет, Епле чăтас, ыратать. Пĕри вăрçать арçынне, Тепри тĕртет шăпине. Ватăрах пулни вара, Ăмсанать çамрăккине. Акĕ тухрĕ ирĕке, Ячĕ хыттăн кăшкăрса! Пурнăç çĕнчĕ вилĕме, Халĕ ĕнтĕ вăл хуçа! Тепри тухрĕ — шарламас, Йăшăлт-йăшăлт хускалмас, Çапкалаççĕ ачана, Силлеççĕ кутăн тытса. Мĕскĕн ячĕ кăшкăрса, Хăйĕн çинчен пĕлтерсе — Пурте кайрĕç савăнса, Çамрăк ачана тытса. Илсе кайрĕç пӳлĕме, Виçрĕç унăн тăршшĕне, Йывăрăшне вессипе, Паллă турĕç хут çинче. Амăш сывлăш çавăрсан, Кăшт кăна тăна кĕрсен, Илсе килчĕç ачине, Хучĕç кăкăрĕ çине. Уйăраймăн вĕсене — Амăшĕпе ачине! Пĕри парать вăй-халне, Тепри илет ун вăйне. Савăнаççĕ амăшсем, Кăмăллă тухтăрĕсем, Чупкалаççĕ ашшĕсем, Кантăкалла пăхнисем. Хурламаççĕ мăшăрне, Кăтартаççĕ ачине. Арçынĕсем савăнса, Вăшт яраççĕ «çуттине». 30.09.2019 16:47 Вуланă: 160 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Ирӗклӗ пулӑшу.Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр. Пулӑшу Вулама сӗнетӗп Пилĕк паттăр пĕр тăван, пурте моряксем вĕсем Саня пичче Аçа çапрĕ питĕ ир Пулаттăн чăн та çитмĕлте Çил-тăман Чикан аллине лексессĕн Кĕске пулчĕ кун-çулу Укçапа эрех