Тăвайĕнчен малалла
Канаш çӳлĕ тăсăлать,
Хитре кăна вырăнта
Лачкасси ялĕ ларать.
Игнатьевсен килĕнчен
Тухнă çирĕп ывăлсем:
Пилĕк паттăр пĕр килтен,
Пурте моряксем вĕсем.
Çитнĕ хаяр вăхăтсем,
Кайнă çапăçма вĕсем —
Пурте лекнĕ пĕр çĕре,
Ленинград хули патне.
Аслă ывăлĕ, Иван,
Тинĕс пехотин связисчĕ,
Çапăçнă пĕтĕм вăйпа,
Кĕме паман хулана.
Кунĕн-çĕрĕн çапăçу,
Йĕри-тавра кĕрешӳ —
Нимĕç хĕснĕ пур енчен,
Тухма паман хулинчен.
Çине-çинех аманнă,
Пăхса тăман, çапăçнă.
Хĕрĕх виççĕмĕш çулта,
Куçне хупнă ĕмĕре.
Иккĕмĕш ачи, Ванюк,
Пулса тăнă политрук —
Хӳтĕленĕ вăйпала,
Чи юратнă хулана.
Питĕ хаяр вăрçăра,
Хĕрĕх иккĕмĕш çулта,
Лядны ятлă вырăнта,
Пуçне хунă паттăрла.
Павăл, виççĕмĕш ачи,
Пулнă тинĕс сунарçи,
Тăшмансене путарнă,
Тытса-чарма пултарнă.
Хĕрĕх пиллĕкĕмĕш çулта
Çитнĕ яла, ĕçлеме,
Тухичченех канăва,
Чунне панă çут-ĕçе.
Тăваттăмĕш ывăлне
«Мишша» тенĕ, юратса,
Юханшывăн енĕпе,
Вăл пĕтернĕ вĕренсе.
Ишнĕ Атăл çийĕпе
Тĕрлĕ-тĕрлĕ кимĕпе —
Хавас пулнă пурнăçра,
Пулнă тĕрлĕ таврара.
Балтикăна лексессĕн,
Подводника кĕрсессĕн,
Тытнă вĕсем тустарма
Тăшмансене путарма.
Пĕр рейда тухсан кăна
Тăват карапа путарнă,
Тата тепĕр иккĕшне
Сирпĕнтернĕ тинĕсе.
Çирĕп, харсăр моряксем,
Илнĕ тĕрлĕ орденсем —
Хӳтĕленĕ çĕршыва,
Чун-чĕререн юратса.
Пысăк хумсем хăратман:
Нимĕçрен те хăраман,
Перископ ванса кайсан,
Тухнă кимĕ тăррине.
Пит хăюллă каччăна
Хисепленĕ отрядра:
Ленин орденĕ ăна,
Панă пысăк чыс туса.
Вăрçнă харсăр моряксем,
Ялан пулнă вăйлисем.
Пит хăранă тăшмансем —
Тапăннă ушкăнпа вĕсем.
Швеци çĕрĕ çумĕнче,
Сивĕ тинĕс çийĕнче,
Хĕрĕх иккĕмĕш çулта
Кимĕ путнă тинĕсре.
Виçĕ пысăк çухату:
Чăн та кирлĕ ăнлану,
Хĕн-асапĕ, хуйхăсем,
Пырса çапнă çемьене.
Пушанакан ялсенче
Палăксене куратпăр:
Çырса хунă ятсене,
Вула-вула илетпĕр.
Манас марччĕ вĕсене,
Вăрçăра пуç хунисе,
Вĕсем чарнă нимĕçе
Çапса хуçнă ирсĕре.
Ывăлсенчен кĕçĕнни,
Аслă моряк, Ваççили,
«Строгий» эсминец çинче
Тăнă тупă çумĕнче.
Пысăк кăна тупăран
Сирпĕнтернĕ тăшмана,
Хăраса вĕсем тăман,
Парăнма та шутламан.
Йывăр пулнă çапăçма:
Сивĕ-сивĕ хулара,
Вилĕм пăхнă пур енчен,
Выçлăх çăлнă нумайччен.
Лăшах пулнă вăйĕсем:
Аран йăтнă снаряда —
Тăрса юлнă вăл унта
Вăтăр тăватă килограмм!
Блокадăран хăтăлсан,
Çĕмĕрнĕ пĕтĕм вăйран,
Нимĕçе канма паман,
Тĕлĕнетĕн хăватран!
Чĕрĕ юлнă вилĕмрен,
Пĕр çĕртен те аманман.
Анчах выçă çулсене
Ĕмĕрне те манайман.
Хĕрĕх çиччĕмĕш çулта,
Çу уйăхĕн кунĕнче,
Тинех çитнĕ вăл яла,
Ашшĕ-амăшĕн килне.
Финн заливĕ хĕрринче
Тирек ӳсет сăрт çинче —
Ваççа лартнă йывăçа,
Пиччĕшсене асăнса.
Физкультура енĕпе
Кайнă шкула ĕçлеме,
Вăйăсенче çĕнтерме,
Малашлăха çул уçма.
Шкул пĕтернĕ çыннисем,
Нумай пирĕн таврара —
Аса илеççĕ ӳснисем,
Çĕнтерӳллĕ тапхăра.
Унăн ывăлĕ Мишша,
Служить турĕ Бакура —
Пулчĕ унта морякра,
Савăнтарчĕ ял-йыша.
21.12.2018
Хушса çырни
«Памяти комендора подводной лодки С-7»
Ĕненмесен çырнине,
Пĕлес тесен иртнине —
Кĕрсе пăхăр васкаса,
Интернет çине пусса.
Ячĕ тăрать сан умра,
Вуланать вăл вырăсла,
Иртни çинчен асăнса,
Çырнă унта тĕлĕнсе.
Тупăр ăна шыраса,
Пăхăр ăна вуласа,
Унта нумай пĕлмелли,
Курмалли, тĕлĕнмелли.
Манас марччĕ иртнине,
Чăнахах-та пулнине,
Пулччĕр пирĕн чĕрере,
Пĕлччĕр пурте тĕнчере.
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!