Кайрĕ ахăр самана:
Урăх ĕмĕр таврара,
Шкулсе ишрĕç вут тума,
Ялсем юлчĕç пушанса.
Курăнмаççĕ лашасем,
Кăштах кăна ĕнесем.
Ял çыннисем лавккана,
Чуптараççĕ сĕт илме!
«Сухапуçĕ» тенине
Ӳкерчĕкре кураççĕ —
Çавана та палламаççĕ,
Мотоблок тăвать ĕçе.
Пуртăна та палламаççĕ,
Пăчăкпа пура тăваççĕ,
Раствор килет миксерпа.
Çăрмаспăр ăна вăйпа.
Инструментсем тĕрлисем
Нихăçан курманнисем:
Электричество вăйĕпе,
Йăлт тăваççĕ ĕçсене.
Икĕ хутлă пӳрчĕсем
Тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕслисем,
Çĕкленеççĕ ялсенче,
Илĕртеççĕ куçсене.
Халĕ ялсенчи пӳртсем
Мускавринчен хитрисем:
Шала кĕрсен, тĕлĕнен,
Нумайччен хытса тăран!
Ваннăсем, туалетсем,
Кухонный наборĕсем,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ креслăсем,
Тенкелĕсем, сĕтелсем.
Хитре, вăрăм чаршавсем,
Картинăсем, обойсем,
Капăр кăна алкисем,
Тĕрлĕрен уçёлнисем.
Люстрисем, плафонĕсем,
Тĕрлĕ йышши маччисем.
Пылесосĕ пит майли,
Хумлă кăна кăмаки.
Телевизор хаклисем,
Планшетниксем, айпатсем,
Телефонсем тĕрлисем,
Компьюторсем çĕннисем.
Çутă тĕкĕр, пит çӳлли,
Чут çухалса каймалли!
Морозильник пысăкки,
Холодильник кăсăкки.
Ăшă кăна урайсем,
Юман паркет хăмисем.
Кирлĕ мар кăмакисем,
Ĕлĕк вутпа çуннисем.
Сауна, беседкăсем,
Тротуарсем чаплисем.
Хитре, тĕрлĕ чечексем,
Пĕчĕкрех бассейнăсем.
Ирĕк кăна гаражсем,
Тĕрлĕрен машинăсем.
Çакă çутă тĕнчере
Мĕн çитмес-ши чĕмере?
Пысăк пурлăха пухма
Нумай вăя хумалла.
Çамрăклăха хыçала
Ирĕксĕрех сирмелле.
Пушă ларать капăр çурт —
Илтĕнмес ача сасси,
Çемьен халĕ вăхăт çук,
Кредит тăрать пысăкки!
Çамрăк пухнă пурлăхне,
Ĕнер тунă вăл туйне.
Паян кайнă инçете
Хăй ĕçĕпе ĕçлеме.
Асанне патне яла
Ачисене яраççĕ:
Хваттер укçи пуçтарма,
Ют еннелле каяççĕ?
Халĕ тунсăх пуçăмра,
Хăвăр пăхăр шутласа:
Пĕр-ик ача ялсенче
Çуралаççĕ пĕр çулта.
Кам каять-ши салтака,
Кам сыхлать-ши çĕр-шыва?
Ялти пушă çурчĕсем,
Кама кирлĕ-ши вĕсем?
Арканаççĕ çемьесем
Тĕрлĕ сăлтава пула!
Яланах пĕрле пулсан
Çирĕп пулĕччĕç вĕсем!
20.08.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!