Чăн пунă камит

Тарăн çырмаран каçса
Пăралукпа çӳлелле,
Ухнă-кайнă çамрăксем,
Хăнана кайма вĕсем.

Ухса çитсен çӳлелле,
Утнă кирлĕ еннелле,
Тараватлă кăмăлпа,
Хуçи тăнă пăлтăрта.

Кĕркунне, хăвах пĕлен,
Пуян пирĕн сĕтелсем,
Лартнă тутлă апатсем,
Сĕтел çине майĕпен.

Ăшаланă шарккусем,
Çуллă-çуллă какайсем,
Сухан, ыхра çулçисем,
Виноградсем тĕрлисем.

Пить сĕткенлĕ дыньăсем,
Хĕрлĕ кăна арбузсем,
Сливăсемпе улмасем,
Илĕртекен çырласем.

Пăсланакан яшкасем,
Сарă тĕслĕ хуплусем,
Хитре касса хунисем,
Куçсене илĕртнисем.

Хаклă йышши эрехсем,
Хитре кăна черккесем,
Урăх тĕрлĕ сăрисем,
Тутлăн ĕçме сĕннисем.

Кашăк, вилкă, чашăксем,
Салфеткăсем хитрисем.
Тулли пулнă фужерсем —
Чашăлтатнă эрехсем.

Кăмăл кайнă уçăлса,
Чĕлхи кайнă салтăнса,
Анекдотсем тĕрлисем,
Калаçусем хитрисем.

Таврара ăш-кулусем,
Тостсем чуна пынисем,
Пĕрне-пĕри ырлани,
Ăшă сăмах калани.

Чупкаланă хуçисем,
Сĕннĕ тĕрлĕ апатсем,
Хăватлăрах эрехсем,
Кăпăклăрах сăрасем.

Хăнара ĕçсен, çисен,
Вăхăт иртни сисĕнмен,
Çамрăксем çӳрçĕр иртсен,
Тухнă сĕтел хушшинчен.

Лайăх ĕçсен, вирлĕрех,
Урам кăштах хĕсĕкрех —
Чунĕ, куран, ирĕкрех,
Вăйĕ вара туллирех.

Утнă тĕттĕм урампа
Пăралука шыраса,
Енчен-енне тайăлса,
Тĕрлĕ сасă кăларса.

Çитнĕ кирлĕ вырăна,
Тăнă малалла кайма:
Çĕнĕ карта çул паман,
Утма майĕ те пулман!

— Мĕнле хăйнă пӳтсĕр çын
Пăралккана хуплама!
Ĕмĕр утан сукмака
Пӳлсе лартма халăхран!

Нумай вăйсем çамрăксен:
Кăштах ытларах хĕрсен,
Туса лартнă хӳмене,
Тытнă-пенĕ айккине!

Аннă çырма тĕпнелле,
Кăна мĕнле пĕлмелле?
Кунта ларать çĕн карта,
Тата мĕнле чăтмалла?!

Кайнă çамрăксем хĕрсе,
Сӳтнĕ-пенĕ картине —
Ирĕк тунă çӳреме,
Çула уçнă ярипе!

Тусан кирлĕ ĕçсене,
Сирсен кăштах çиллисе,
Утнă вĕсем çывăрма.
Килĕсене вăй пухма.

Ирхине тăрсан илтеççĕ:
Çĕнĕ хыпарсем килеççĕ —
Тин çеç тунă пахчана,
Ӳсĕр хунă йăлт ватса!

Ĕнерхи çĕнĕ карта
Йăлтах выртнă арканса.
Çынни тăнă анраса —
Мĕн çитмен-ши çамрăка?

Курнă халĕ «Паттăрсем»
Хăйсем тунă йăнăша:
Сукмак çине пăрăнма,
Çитеймен кăштах вĕсем.

Çыннăн çĕнĕ картине
Сӳтнĕ-хунă айккине,
Курайман сукмаккине,
Юнашарах пулнине.

28.10.2018