Ĕçшĕн панă тырăпа,
Панă тата улăмпа.
Укçа кĕнĕ йывăрпа,
Тытса курмалăх кăна.
Паспорт паман ял-йыша:
Атту тарăн эс тухса!
Колхоз пуçлăхĕ патне
Пынă эсĕ йăлăнма.
«Ярсам мана вĕренме,
Çирĕп тăма пурнăçра,
Пулăп эпĕ пĕлекен,
Хам енĕпе ĕçлекен».
Колхоз пуçлăхĕ пăхать —
Темĕн çинчен пит шутлать,
Аттене вăл чĕнтерет,
Калаçса унпа илет.
Кун иртет те çĕр иртет,
Вăхăт малаллах шăвать,
Уйăх иртсен тин кăна,
Алла илен паспăрта.
Кайма пулать хулана
Кирлĕ çĕрте вĕренме.
Турри патăр телейне,
Кирлĕ ăссене пухма.
30.09.2019
21:57
Вуланă:120
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.