Илтсен паллă çынсене,
Кăн-кан пăхрĕç ман çине,
Кайрĕç хăвăрт айккине,
Çĕтрĕç халăх хушшине.
Çынсем каллех çулпала,
Шав утаççĕ малалла!
Никам нимĕн те курман,
Пĕр сăмах та шарламан!
Хăвăн вăю çитмесен,
Чĕрӳ çирĕп мар пулсан —
Кам пулăшĕ мĕскĕне?
Тӳрех лекĕн инкеке!
19.08.2018
Вуланă:76
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.