Кирлĕ теççĕ интернет:
Нумай япала пĕлет!
Калаçма та ĕлкĕрет,
Инçине курса илет.
Машинăсем илмелле,
Гарашне те тумалла,
Хӳмине çĕнетмелле,
Шывсене те кĕртмелле.
Ача ӳсет малалла —
Пĕтерет часах шкула,
Малалла кайма ăна,
Кирлĕ пысăкрах укçа.
Тӳлемелле налукне,
Тӳлемелле ыттине:
Шывшăн, газшăн, çутăшăн,
Тата тата ыттишĕн.
Ăçта кайса кĕмелле,
Кăна мĕнле пĕлмелле?
Ĕçре пулан кунĕпе —
Тӳлеççĕ пит юнĕпе.
30.09.2019
21:19
Вуланă:79
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.