Ачалӑх асаилӗвӗнчен

Кăнтăлахи вăхăта
Çитен Эрех çырмине,
Шыв кăларан валака,
Шăварма выльăхсене,

Пурте каннă кăнтăр кун,
Вăйне пухнă пĕтĕм чун.
Тăнă кĕтӳ тапăрта,
Кăштах шăрăхра канма.

Выртнă курăк çинелле,
Пурте путнă ыйăхне?
Шăпах çакă вăхăтне
Мулкач пынă шыв ĕçме.

Никамран та хăраман,
Ĕçнĕ шывне валакран.
Хуллен кăна, майĕпен,
Тăтăм шăппăн айкинчен.

Майĕпен кăна уйпа,
Чупма тытёнтёмёр унпа —
Хăвăртлăха ӳстерсе,
Люцернăна таптаса.

Мулкач чупать малалла,
Алă çитмес кăшт кăна!
Çарранах чупап вăйпа:
Куянпала тавлашса!

Кĕтмен çĕртен: ăнсăртран:
Тапса сикрĕ вăшт! кăна.
Хӳри кĕске, чалăшăн,
Курса ĕлкер-ха ăна,

Мĕнле чупнă анапа
Куян чуна тустарса?
Ыратнине те манса,
Хыттăн малалла кайса.

Халĕ мĕнле тухмалла?
Уйпа мĕнле утмалла?
Çара ура пулнăран,
Утма майĕ пулманран!

Пăта пекех тăратса
Тăнă çирĕп тунасем.
Мĕнле чăтнă урасем,
Ыратнине пит туйса?

Паккус йĕрĕпе, хуллен,
Утрăм кăна ерипен:
Ахлатса та айлатса,
Чее мулкача вăрçса.

20.09.2018