Хамăра упрамасан, Пурнăçа хĕрхенмесен, Пуçупа шутламасан, Пулĕ кĕске çулу сан. Тăвайĕнчи пасарта Тутар сутнă шушкине — Кунсем кĕске тăнăран, Сутса ăна пĕтермен. Çуна çине çыхăна Хунă юнашар ăна, Тăвайĕнчен килелле, Вăл чуптарнă лашине. Çуна çулĕ çумĕпе Çамрăк пынă майĕпе: Çав хуçаран утакан Шушкă ыйтнă тутартан. Хĕсĕк пулнă укçаран, Е укçи те ун пулман: Йăлăннă вăл сутăçран, Тутлă çимĕçе пама. Тутар хирĕçех пулман, Шӳтлесе те кăшт кулса: — Ут-ха çарраннах утса, Ялу патнех çитиччен! Хăвăрт çăпата салтса, Тăлине алла илсе, Утнă пăрлă çулпала Çуна хыççăн малалла. Кăна пачах та кĕтмен Çуна çинче ларакан — Тавара çăлас тесе Вăл тăрăшнă май таран. Лаша малалла чупман, Утнă майĕпен кăна, Анчах çамрăк парăнман, Утнă сиввĕне чăтса. Çитнĕ ял патне утса, Кайнă урисем хытса! Тавара килне çитсен Çакса хунă пăтаран? Тепĕр кунне, тамаша, Пултарайман калаçма! Ура çине тăрайман, Кучченеçне çиеймен. Нумаях та пурăнман, Чунĕ урăх чăтайман: Куçсем шывлă мĕскĕнĕн Шушкă енне пăхнăран. Тепĕр тĕслĕх пурнăçран: Каччă шутне кĕреймен, Çирĕп, патвар ачана Шăхлич килĕшнĕ чунтан. Шăхлич хуçи пит чее, Кулнă каçăхса ăшра: «Ĕç-ха эсĕ çур витре Çăлран ăснă сив шыва!» Лешĕ тăман шутласа — Лăнкăр-ланкăр тутарса Ĕçсе янă çав шыва, Аран кăна сывласа. Ĕçсе ярсан амакка Пĕрĕхтернĕ каялла! «Шăнса вилетĕп!» тесе, Йăваланнă çĕр çинче! Шăхличĕ те кирлĕ мар, Чуну тухма пуçласан! 10.10.2018 Вуланă: 70 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Ирӗклӗ пулӑшу.Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр. Пулӑшу Вулама сӗнетӗп Коновалов паттăра Саня пичче Çисе пăх-ха ман пăтта! Ваççа кукки Ачипе амăшĕ Андриян Хĕрлĕ çӳçе Ылхан