Мĕн парать-ши вăй-хала
Пире çакă тĕнчере?
Шухăшласан, шутласан,
Тупăн эсĕ тупсăмне.

Ырă-çутă ĕмĕтсем,
Ăшă сăмах калани,
Пĕрне пĕри ăнланни,
Пулăшмашкăн тăрăшни.

Хушăнушăм кирлисем,
Чунран кĕтсе тăнисем.
Чи çунатлă сăмахсем
Ялан уçă кăмăлсем.

Ялкăшакан куçусем,
Кулăпала тутусем,
Юратуллă туйăмсем,
Вăй парса тăракансем.

Хитре, сывă ачусем,
Кулса-чупса тăнисем,
Ялан пĕрле пулнисем,
Ватăсе пулăшнисем.

Кăл-кал пыран ĕçӳсем,
Пурнăçланнă ĕмĕтсем.
Кĕтсе тăран тăвансем,
Килме хатĕр пулнисем.

Хăвна-хăв хисеплени,
Халăхпа пĕрле пулни.
Йывăр кăна ĕçсене
Йышпала пĕрле туни.

Ĕçкĕсенче, туйсенче,
Пĕрле ларса савăнни.
Пысăк кăна хуйăха,
Пĕрле чăтса ирттерни.

08.12.2018