Çуркуннехи вăхăтра,
Тĕрлĕ сăлтава пула,
Килнĕ сире çуралма,
Çичĕ уйăхра кăна.
Пулнă хĕлĕн сиввисем,
Çитеймен-ха ăшшисем.
Çакă пĕчĕк ачана
Ăшă кирлĕ пурăнма.
Çăкăр пиçсен, майласан,
Вĕрисем иртсе кайсан,
Чикнĕ хунă хайхине,
Ăшă кăмака ăшне.
Çавăнпа та çамрăка,
Ӳссе çитсен, вăй кĕрсен,
Ӑсатнӑ ăшă кăнтăра
Моряк пулма Бакура.
Çирĕп тăнă пурнăçра,
Уçă пулнă кăмăлпа.
Йышлă пулнă юлташпа,
Аслă, пысăк çĕршывра.
Ашшĕ иртнĕ вăрçăра
Лекнĕ хытă выçлăха.
Ленинградра çапăçса,
Хуçнă нимĕçе çапса.
Пĕр çемьери моряксем,
Пилĕк харсăр тăвансем —
Хирĕç тăнă тăшмана,
Вăйпа хирнĕ хураха?
Хăв та сывă пулнăран,
Ялан çирĕппĕн утан:
Çитмĕл çула çитеспе,
Çамрăк кăна курăнан.
Çакă лăпкă ирхине
Тĕтре тăрать таврипе.
Аса илен иртнине,
Кăмакара пулнине.
11.03.2019
6:55
Вуланă:81
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Ирӗклӗ пулӑшу.
Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр.