«Ял ĕçченĕ» хаçатра пичетленнĕ, №10499

«Вырăс» — теççĕ вырăссем,
«Тутар» — теççĕ тутарсем.
«Чăваш» — теççĕ чăвашсем.
— Кам-ши? —теççĕ халăхсем.

Ямпулатри чăвашсем,
Кайнă Тутара куçса.
Атăлтан инçех те мар,
Лартнă тепĕр ял туса.

Хайхи çĕнĕ ял ятне,
Инçе çĕрте лартнине.
Пултăр тенĕ Ямпулат,
Ячĕнче те ун хăват.

Çакă асăннă ялта,
Ӳснĕ ывăл васкаса.
Вăл çуралнă хăш çулта?
Çырнă тепĕр çул хушса!

Хĕрĕх пĕрремĕш çулта,
Хĕвел тухнă самантра.
Нимĕç кĕнĕ тапăнса,
Таврана вут-хĕм тăкса.

Литва хули патĕнче,
Хирĕç тăнă танксене.
Пит патваррăн çапăçса,
Тивнĕ чакма юн тăкса.

Хĕрĕх иккĕмĕш çулта,
Панă йывăр танк ăна.
КВ ятлă хунине,
Хурçи çирĕп пулнине.

Çĕнĕ вырăна куçма
Приказ килнĕ кăштахран.
Анчах мотор сас паман,
Юлма тивнĕ ушкăнран.

Юлташсемпе тăрмашсан,
Танк тапраннă вырăнтан.
Нимĕç килнĕ çĕмĕрсе,
Танксемпе кĕр кĕрлесе.

Танкран пенĕ тăшмана,
Лартнă чарса пĕр кана.
Кăштах вăхăт иртеспе,
Çитнĕ ыттисем килсе.

Танксем, çирĕп йышшисем,
Тĕрлĕрен машинăсем.
Шутласа пăхсан куран,
Çитмĕл пиллĕкĕн таран.

Вĕсем йышлă — эс пĕччен,
Кашкăр эшкерне пĕлен.
Ăçта пирĕн юлташсем?
Миçе çухрăмра вĕсем?

Кĕç пуçланă çĕмĕрме,
Танкĕсене пĕтерме.
Тĕрлĕ енчен тапăнма,
Фашистсене çунтарма.

Пынă çапăçу куна.
Нимĕçсем каçпа кăна,
Персе йывăр тупăран,
Чарнă çак танка аран!

Вуникĕ танк çулăмра,
Бронемашин тĕтĕмре.
Сакăр машин салтакпа,
Пурте пĕтнĕ пĕр кунта.

Разведка тепĕр кунне,
Килсе тухнă вăл енне.
Курнинчен пит тĕлĕнсе
— Пĕтнĕ! — тенĕ хĕрхенсе.

Хыпар янă кĕç килне,
Пĕлтернĕ вăл вилнине.
Герой ятне панине,
Паттăр ĕçсем тунине.

Чĕрĕ юлнă виççĕнтен,
«Тан мар йышпа» çапăçса.
Утнă вĕсем каçсерен,
Хамăр енне талпăнса.

Нимĕç танкĕ ларнине,
Курса тапăннă пĕрле.
Кĕрсе ларнă ун çине,
Каçнă хамăрăн енне.

Çакă паттăрлăх çинчен,
Нумайĕшĕ ĕненмен.
Ыйтса пĕлнĕ темĕнччен,
Чутах персе вĕлермен.

Сталинградра çапăçнă,
Унта каллех аманнă.
Хĕрĕх улттăмĕш çулта,
Çитнĕ килне çаврăнса.

27.04.2019