Пурте çакă тĕнчере
Ватăлаççĕ кунсерен:
Ан кулăр–ха ачасем,
Ватăлатăр эсир те.
Васкăр тĕрĕс пурăнма,
Ырă ĕçсене тума.
Ан хăварăр ырана —
Ĕçе паян тумалла.
Хаклăр хăвăр сывлăха,
Хаклăр ялан вăхăта,
Хаклăр аçӳ-аннӳне,
Ачупа тăвансене.
Ан çухатăр кунсене,
Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçпе.
Ĕçкĕпеле иртĕхсе,
Сывлăхсене пĕтерсе.
Васкăр, васкăр тăвана
Ăшă сăмах калама.
Ватти-вĕтти çынсене
Кирлĕ чухне пулăшма.
Эпир кунта тĕнчене
Килнĕ вăхăта кăна —
Турри пире васкатать,
Ĕлкĕрсе пыма хушать.
Ирĕ кăна пуçланать,
Пăхан — каçĕ çывхарать.
Кирлĕ кăна ĕçсене,
Аран пыран ĕлкерсе.
Ĕмĕр ирттĕр ырăпа,
Ялан уçă кăмăлпа.
Ăшă пулччĕр кăмăлсем,
Хитре пулччĕр ĕçусем.
Тĕнче тăвать шав ĕçне —
Кăтартать хăй хăватне.
Вăхăтлăха чун парать,:
Савăнса юлма хушать.
Юратăвĕ пулмасан,
Чун ăшшийĕ пулмасан,
Эпир кунта пулас çук:
Çак илеме курас çук.
Мĕн-ши пурнăç, шутласан,
Çӳлтен турă пек пăхсан?
Пурнăç çиçĕм пек кĕске
Çутатать самант кăна.
Анчах çакă вăхăтра,
Аçа çапма пултарать.
Пултарать вăл сирпĕтме,
Ăна-кăна çунтарма.
Халăхсене хăратма,
Часах тарса пытанма.
Туррине те асăнма,
Час-часах çӳле пăхма.
Çиçĕм хыççăн сас килет —
Тахçанччен кĕмсĕртет,
Пĕтĕм çĕре кисретет,
Чуна чĕтретсе илет.
Хăшпĕр çынсен хăвачĕ
Пăхать аçа-çиçĕме:
Çавăраççĕ çĕршыва,
Хускатаççĕ Халăха.
Вĕсем хыççăн чĕтресе,
Тĕнче тăрать кĕрлесе.
Аран кăна лăпланать,
Тепре çапма пултарать.
23.09.2019
07:35
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!