Килчĕ каллех çуркунне, Симĕс тумне тăхăнса, Çĕмĕрт çурчĕ чечекне Шурă фата пеккине. Улмуççисем, чиесем, Тата ытти йывăçсем, Пурте çурчĕç тавлашса, Ырă шăршă кăларса. Сĕр сĕрлеççĕ хурчĕсем, Пыл пухаççĕ ĕçченсем. Мĕнле хитре таврара, Çуркуннехи вăхăтра! Чечек вăхчи кăшт кăна: Вăшт! çеç курса юлмалли, Малта çимĕç пулмалли, Вăя унта хумалли. Кунĕн çĕрĕн вĕсене, Тĕрлĕ апат памалла, Вăхăтра шăвармалла, Хӳтĕлеме пĕлмелле. Кĕкунне çитсен куран: Мĕн кăна унта ӳсмен? Сарă, хитре панулми, Хĕрли çырли, пит тутли. 12.05.2019 Вуланă: 107 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Вулама сӗнетӗп Огнемет Боксера çăлни Паянхи пурнăç Пасарта Саня пичче Ваççа кукки Пулаттăн чăн та çитмĕлте Салтаксем