Тĕмер ялĕнчи çамрăк каччă Синяков Олег ăнсăртран вилсе кайнă пирки çырнă сăвă
«Ял ĕçченĕ» хаçатра некролог сăмахĕпе пичетленĕ
Нумай пулмасть Мускавран,
Йывăр сумкă çĕклесе,
Çитсе килтĕн килелле,
Савăнăçлă куçпала.
Ывăл ӳсет кунсерен,
Кĕтет ашшĕ килессе.
Ашшĕне курсан вара,
Кулса ярать савăнса.
Вăтăр иккĕре кăна,
Олег пынă пурнăçра,
Çемьене ураланма,
Вăйне хунă май таран.
Кăмăлĕпе уçăскер,
Çынпа пулнă тарават.
Хатĕр пулнă пурнăçра,
Тăвансене пулăшма.
Пӳ-сипе вăл пысăк мар,
Вăйĕ вара сахал мар:
Тхэквандо кĕрешӳпе,
Республикăри чемпион.
Пит ăста кĕрешнĕрен,
Президент та чăтайман:
Хитре, чаплă сехетне,
Салтса панă аллинчен!
Пурнăç çулĕ тикĕс мар,
Такăнма та пултаран.
Турă çырнă кун-çула
Пĕлмесен те пултаран.
Эсĕ кайрăн пурнăçран,
Систермесĕр çамрăкла.
Нумай ырă ĕмĕтсем
Тăрса юлчĕç хыçала.
Ялĕ тăрать хурланса
Çамрăк ĕмĕр пĕтнĕрен.
Пысăк йăхĕ тăрăшать
Тирпейлесе пытарма.
Юрĕ çăвать майĕпен,
Лăпкă çанталăк тăрать.
Кĕске пулчĕ кун-çулу,
Юлчĕ тăлăха ачу…
25.11.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Сăрт çамкинчи вăрăм вал
06.10.2019
Хĕрлĕ çӳçе
21.04.2019
Мăнуксене
04.12.2018
Икĕ çамрăк вăй виçни
21.11.2018