Ачалăхран юлташ эпир:
Классра та пулнă юнашар,
Утатпăр халĕ пурнăçра,
Пĕрне-пĕри час-час курса.

Шăнкăравларĕ телефон:
— Килме тăрăш-ха шăматкун,
Пирĕн яла вăхăт тупса,
Ларар пит майлăн калаçса.

Клубра лараççĕ ял-йышсем,
Унта курнаççĕ хăнасем.
Сĕтел çинче кĕнекесем,
Тин пичетленнĕ, çĕннисем.

Чаплă кĕнекене Мишша
Пĕрле çырнă Ушаковпа —
Асăнса тепĕр Мишшине,
Подводник пулнă çыннине.

Çирĕп те ăслă, ватă çын,
Сăмахне илчĕ майĕпен:
— Аса илетпĕр паттăра,
Пулнă çирĕм тваттăра!

Подводник пулнă вăрçăра,
Çĕмĕрнĕ вăйлăн фашиста,
Нумай путарнă нимĕçе
Сивĕ те тарăн тинĕсе.

Пулнă вĕсем чи харсăрри,
Тăшмансенчен хăраманни.
Çӳренĕ тĕрлĕ тинĕсре
Хăпартнă тăшмана сехре.

Пирĕн тăван пулса патвар,
Турри-çке панă пархатар:
Тава тивĕçнĕ орденне,
«Ленин» ятпа кăларнине.

Анчах та вăрçă пит хаяр:
Эпир те пуçсене усар,
Швеци патĕнчи тинĕсре,
Куçне вăл хупнă ĕмĕре.

Итлерĕç тимлĕн сăмахне,
Умçăмлатса панисене,
Тĕплĕн ĕçленĕ архивра
Тĕрлĕ йышши хутсем пухса.

Лартăм хăнасем хушшине,
Итлерĕм пĕтĕм шухăшне.
Анлă пĕлӳллĕ ку çынни —
Таса та çивĕч ун чĕлхи!

Хĕрсем те тухрĕç юрлама,
Çак паттăрсене чыслама —
Чăваш тĕрриллĕ кĕписем,
Питех те капăр-çке вĕсем!

Аса илчĕç тепĕр çынна,
Юрăсем çыракана.
Вăл ӳснĕ пулнă çак ялта,
Ĕçленĕ тĕрлĕ вырăнта.

Малта пит пынă ăсĕпе,
Çунса вăл тăнă ĕçĕпе,
Кĕввисем юлнă халăхра,
Янранă тĕрлĕ вăхăтра.

«Сĕрен» хитре те юрăна,
Шăрантарчĕç кăна ара.
Тимофей Парамонов-çке,
Ăна çырнă хăй вăхчинче.

Янрарĕç чаплă кĕвĕсем,
Эпир пĕлни-пĕлменнисем,
Пурте вăлах та çырнисем,
Ялан чĕрере пулнисем.

30.11.2019