Вăрçă хыççăнхи çулсем —
Алсăр-урасăр çынсем,
Выçлăхран çăлăннисем,
Вилĕме çĕнтернисем.
Пулнă пĕр алли кăна:
Вăл ĕçленĕ пуртăпа —
Алсăр Иван тесенех,
Пурте пĕлнĕ çийĕнчех.
Теприн аманчăк ури,
Пуçĕпе хăй пит ăсли —
Пӳртне тунă тăрăшса,
Халăхпа пĕрле тăрса.
Ачисене шутласан,
Çиччĕрен ытла вĕсем!
Пӳрчĕ пысăк та пулман,
Хĕсĕк тесе каламан?
Ăнсăртран инкек пулсан,
Ашшĕ-амăшсĕр юлсан,
Тăлăха юлман ача —
Илнĕ усрама ăна.
Çăкăр панă виçепе:
Халăх тăнă черетпе,
Йыш-мĕнне пăхса тăман,
Иккĕрен мала паман.
Е шăлавар, е кĕпе,
Пусма кирлĕ çĕлеме,
Тăвай райпо лавккинче,
Панă килопа виçе.
Мĕншĕн тетĕр килопа?
Пулман тавар метрпа!
Пĕчĕк пулнă касăксем,
«Лоскут» ятпа сутнисем.
Ăна та пулин вара
Уйăх кĕтнĕ, е ытла,
Илсе килсен тавара,
Çын хĕвĕшнĕ хăрушла!
Трактор пынă сухара
Тусан-пĕлĕт кăларса:
Плугарь ларнă плуг çинче,
Çав тусана сывласа.
Тракторăн та чăн малтан
Кабина тавраш пулман:
Ларкăч пулнă тимĕртен,
Лар-ха хĕлле, чĕтриччен!
Тимĕр шăллă кускăçĕ
Кастаратчĕ çереме,
Хĕрхенмесĕр çул-йĕре,
Вăл çăратчĕ çак çĕре.
Машин тухнă çул çине,
Çĕкленнĕ сĕрĕмĕ çӳле.
Шофер ларнă руль умне,
Тепри хутнă моторне.
Мухтанатчĕç шоферсем
Машин çине ларнисем:
— Хăваларăм машина!
Скорость çитрĕ утмăла!
Çăмăл мар руль умĕнче!
Машин чупать чĕтресе!
Арканасран хăраса
Пытăм сывлама манса?
Итленĕ май ыттисем
Чеен хĕснĕ куç-пуçне:
Вут хутакан машинпа,
Çийĕнчен хăвăрт кăна.
Телефон кирлĕ чухне,
Шăнкăрав яма тăрсан —
Çавăрттарнă вăйпала,
Коммутатор аврине.
Çур ял тухнă урама
Курма çăмăл машина.
Чупнă вакă ачисем
Хытса тăнă хуçисем.
Киле телефон кĕртме
Пулнă пулĕ тĕлĕкре.
Чупрĕ пурнăç малалла,
Тĕлĕнсе çеç тăмалла.
Халĕ çынсен аллинче
Телефонсем тĕрлисем:
Интернет çине кĕрсе,
Курса калаçмаллисем.
Паянхи кун гаражра
Машин ларать çуталса,
Выртать ачи сăпкара,
Пăхать кино планшетпа.
Тепри вĕренмен утма,
Вĕрентет хăй ашшĕне,
Интернет çине кĕме,
Налук укçи тӳлеме.
06.08.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Çĕлĕксе эпир хывар…
03.10.2018
Илле Иванччă
07.11.2018
Чикан аллине лексессĕн
20.11.2018
Дояркăсем тăн кĕртни
24.10.2018