Пирĕн йăхĕ пĕчĕк мар:
Ял пуçланнă, манар мар —
Пирĕн кил-çурт патĕнчен,
Шутламăпăр нумайччен.
Вăл пуçланнă çак килтен,
Эпĕ ӳснĕ вырăнтан,
Манăн атте çак килте,
Вунçиччĕмĕш сыпăкран.
Нумайăшĕ уйрăлса
Тухнă çакă тĕп килтен,
Кĕлет панă вĕсене,
Пӳрт тумашкăн çĕнĕрен.
Иллесен аслашшĕсем,
Пулнă çак килти çынсем —
Иванов хушаматсем,
Пирĕн йăхăн çыннисем.
Кайнă вăрçăна тухса
Илле йыша хăварса —
Лекнĕ ăна çапăçма,
Окопсенче пурăнма.
Снайпер пулнă пит чее,
Пуç çĕклеме май паман —
Тинкерсе пăхсан темле,
Асăрхама май пулман.
Хирĕç тăнă окопсем,
Унтах çӳллĕ йывăçссем,
Кĕç хускалнă туратсем!
Иллен курнă куçĕсем!
Тытнă пăшал аллине,
Снайпер валли тунине.
Вăл сăнанă чылайччен,
Çӳлте паллă пулаччен.
«Йăшăлт!» тунă туратти!
Тӳрех пенĕ винтовки!
Нимĕç «снайпер» текенни
Тӳплетнĕ çĕре çити.
Анчах ăна ĕненмен:
Ыттисем çакна курман!
Ирĕксĕрех каçхине
Кайма тивнĕ леш енне.
Вăрттăн шунă тĕттĕмре
Нимĕç енне майĕпен —
Йывăç умне çитеспе,
Уйăх тухнă пĕлĕтрен.
Ун умĕнче çамрăк çын:
Хырăнса та тен курман,
Сăнĕ пулнă пит хитре,
Хăй тинкернĕ пĕлĕте.
Кăна курсан хĕрхенсе,
Куççӳль тухнă хĕсĕнсе.
Илнĕ кирлĕ хутсене,
Вĕр-çĕн кăна пăшалне.
Пулнă унта пит хакли
Тĕрлĕ йышши çимелли —
Илсе килсен майласа,
Пĕрле çинĕ пайласа.
Тем те курнă вăрçăра:
Пулнă вăл разведкăра,
Пуля тухнă хулĕнчен,
Кăштах лекмен шăмĕнчен.
Килнĕ-çитнĕ вăрçăран,
Чĕрĕ юлнă вилĕмрен,
Нумай вăхăт иртнĕрен,
Орден килнĕ инçетрен.
«Хĕрлĕ çăлтăр» орденĕ
Юлса çитнĕ пурнăçран.
Иртнĕ Иллен кун-çулĕ,
Çăмăллăх курса юлман!
07.11.2018
Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире!
Сăмахăн вăйĕ
25.10.2019
Кĕске пулчĕ кун-çулу
25.11.2018
Укçапа эрех
26.11.2018
Тамăкран тарни
26.04.2019