Пултăмăр хăнара ĕнер — Ĕçрĕмĕр çуттине пĕрер, Сывах, инçетри патвар, Çуралнине паллă тăвар. Килте лараççĕ сунталсем, Тимĕрçĕ ĕçĕ пулнисем — Вăйлах-ха çирĕп аллисем, Ылттăнран хаклă пулнисем. Пӳртне кĕрсессĕн тĕлĕнен: Ал ĕçĕ туллиех вĕсен, Хутран туни те ӳкерни, Питĕ черчен алпа çыхни. Çак пысăк вăйлă алăсем, Питех те çирĕп пӳрнесем, Мĕнле пултарнă пуçтарма, Пĕчĕк, черчен япалана? Сĕтел, ытти çӳлĕкĕсем, Ун аллипе пуçтарнисем. Тулли тăраççĕ ĕçсемпе, Куçсе тăраççĕ илĕртсе. Кремль, алпа пуçтарни. Чиркӳ, нумай тăрăлли. Чечекĕсем, тĕрлисем, Чунсене илĕртнисем. Пахчи хитре, кăмăллă — Тĕрлĕ-тĕрлĕ пулăмлă, Виçĕ тĕрлĕ парниксем, Виноградсем тутлисем. Пахчара пылхурч сĕрлет, Пылне тутанас килет, Итемре арбуз ӳсет, Дыня юнашар выртать. Кайăк-кĕшĕк витере, Пурте вĕсем ăшăра. Шутлама тăрсан аптран, Шучĕсне часах манан! Качаки те ăратли, Çилли сĕчĕпе тулли. Мотоблок умра тăрать, Тĕрлĕ ĕçсене тăвать. Хуçи ялан кускалать, Ăна-кăна ăсталать. Шашлыкне те пĕçерет, Хăнасе ялан кĕтет. 29.09.2019 Вуланă: 86 Килĕшнĕ сăвăна ытти çынсене ярса пама пулать. Тавтапуç сире! Ирӗклӗ пулӑшу.Эсир манӑн пултарулӑха пур енчен те пулӑшма, хӑвӑр кӑмӑлланине палӑртма, сайтпа телеграм-канала пахалӑхлӑ тытса пыма укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ ирӗклӗ пама пултаратӑр. Пулӑшу Вулама сӗнетӗп Хĕветĕре курман-и? Сăрт çамкинчи вăрăм вал Коновалов паттăра Çисе пăх-ха ман пăтта! Мулкач Сăмах-юмах Хĕрлĕ çӳçе Урхамах