Икĕ пин çул маларах
Христос пулнă çĕр çинче —
Тĕрлĕ вăйлă ĕçсемпе,
Тĕлĕнтернĕ çынсене.

Вифания ялĕнче,
Тăват кунхи вилене,
Пит ĕненекен Лазере,
Чĕртсе хунă çийĕнче.

Ирусалим çыннисем
Тĕлĕнсе те савăнса,
Ашак çинчи Христоса,
Кĕтсе илнĕ чыс туса.

Пальма тураттисене
Пынă пăрахса умне.
Пирĕн кунта пальмă çук,
Çӳçе пулĕ ун вырне.

Кăчăк кĕллинче тăма,
Хăш чиркӳне каймалла?
Тăватă чиркӳ çывăхра,
Хăшне çитсе курмалла?

Яка, чаплă çулсемпе,
Чиркӳ патне çитмелле,
Тĕрлĕрен машинăсемпе,
Ирех çитсе тăмалла.

Хĕрлĕ çӳçе туратне
Шырама та кирлĕ мар —
Хитре чиркӳ умĕнче,
Илме пулать тĕрлине.

Хĕрлĕ йывăçа касма
Ун вырăнне тупмалла,
Ытти çынсем киличчен,
Касса юлма пĕлмелле.

Нумай çырма-çатрана
Вăл йывăçа лартмалла:
Усă пултăр çырана,
Хавас пултăр халăха.

21.04.2019