Геннадий Терентьевич Терентьев (Ухтер Му­чи), 17.10.1929 — 13.04.2006
Чăваш халăх артистне халалласа

Куракан ăна кĕтет —
Инçетрен, таçтан килет.
Уяври майлах туять
Хисеппе пуçне таять.

Тĕлĕнсе, çиçсе каять,
Уççăн сăнсене уçать.
Тĕрлĕрен «герой» пулать —
Патвар яланах курăнать.

Аса илетĕп ачаран,
Ытларах тĕлĕннĕрен —
Капланса халăх пынăран,
Чăтаймасăр кĕтнĕрен.

Вырăн çитмен халăха:
Сцена тунă площадьре!
Тĕрлĕ-тĕрлĕ ялсенчен,
Килсе курнă инçетрен.

Хут купăсне тытсаннах,
Тĕлĕнетĕн ытларах!
Çăмăл калать кĕвĕне
Тĕрлĕ-тĕрлĕ пулнине.

Юрламасăр чăтайман,
Ташламасăр тăрайман —
Унăн чунĕ-хăватне
Пурте туйнă кирлине.

«Кĕлпук мучи» тесеннех,
Ачи-пăчи, мĕн ватти —
Чупнă радио патне,
Ун юмахне итлеме.

25.11.2019
06:32