Эсĕ ухан çӳлелле,
Çӳллĕ-çӳллĕ ту çине,
Ыттисене хыçала
Хăваратăн аяла.

Мухтанатăн вăйупа,
Шав утатăн малалла,
Юлташусем майĕпен
Тăрса юлнă сисичен.

Ту тăррине çитеспе,
Çул хĕсĕннĕ майĕпе,
Хĕсĕк кăна сукмакпа
Тапаланнă вăйĕпе?

Хĕрхенмесĕр вăй–хала,
Ухса тăнă чăн çӳле,
Пĕччен тăран уçлăхра —
Никам çуккă таврара.

Çилсем вĕрнĕ вăйлисем
Кăра кăна пулнисем,
Хĕвел хытă çунтарать,
Темшĕн куçа хĕстерет.

Пĕлĕтсем те аялта
Шав шăваççĕ васкаса,
Хăвалаççĕ çумăра,
Шăвармашкăн çак çĕре.

Çӳлте тăма çăмăл мар —
Юлташ та çук юнашар,
Нумай тăмăн тытăнса,
Хăвах анăн аялла.

Пĕччен юлсан тăрринче
Кама кирлĕ эс пулан?
Хăвăн çӳлти туйăма
Çилпе салатса яран.

Çынсем хушшинче кăна
Вăйлă пулнă укçупа —
Пысăк укçа çинелле
Шуйттан пăхать куçĕпе.

Пĕччен пулсан пур енчен
Тапăнаççĕ сиккипе:
Хатĕр пурте таптама,
Çĕр çумнелле лапчăтма.

Пысăк укçана курсан,
Çын ăсĕ те улшăнать —
Куçĕ каять алчăрса,
Ăсĕ каять минресе.

Тапта пуçлать тăванне,
Пӳлсе хурать юлташне,
Пысăк пурлăхне кура
Çĕкле пуçлать сăмсине.

Хăйне пулăшнă çынсе,
«Ухмах!» тесе вăл хурать.
Чунне панă çынсене,
Тапса ывтать айккине.

Малтан-мала талпăнса,
Курми пулать ыттисе,
Мухтанать хăй мулĕпе,
Унăн тĕпсĕр вăйĕпе.

Ту çинчи пекех пĕччен,
Тăрса юлăн майĕпен.
Пăхар-ха малалла,
Мĕн пулнине çак çынпа.

Тапрансассăн аялла,
Пуçланать çĕн тамаша:
Тытаймаççĕ аллисем,
Шутараççĕ урисем.

Сукмакĕ те урăххи,
Йăлтах халĕ пĕлменни —
Кăштах кăна пăрăнсан,
Чăмма пулать ăнсăртран.

Курăнмаççĕ юлташсем —
Урăх çул çинче вĕсем,
Вĕсем ухнă çӳлелле,
Эсĕ куçнă — аялла.

10.04.2019